Коронавирус: яла та çитет-ши?
Коронавирус районсене сарăлас хăрушлăх пысăк. Пӗрремӗш тӗслӗхсем те пур. Çапла вара статистикăн талăкри кăтартăвӗ çапларах: Хусанпа Çырчаллинче – 3, Пӗтреçпе Çӳлту районӗсенче – 2, Азнакай районӗнче – 1-ер. Covid-19 вируспа чирленисенчен 4-шӗ ютран килнисем, 7-шӗ чирленӗ çынсемпе хутшăннă хусансем.
Тӗнчипе хăвăрт сарăлакан чир, шел те, чакасси курăнмасть. Раççейре апрелӗн 13-мӗшӗнче талăкра тепӗр 2 558 çын чирленине пӗлтерчӗç. Кун пекки пирӗн çӗршывра хальччен пулманччӗ-ха. Тутарстанра та чир чака вырăнне ӳссе кăна пырать. Апрелӗн 13-мӗшӗнче тепӗр 11 çын чирленӗ. Коронавирус районсене сарăлас хăрушлăх пысăк. Пӗрремӗш тӗслӗхсем те пур. Çапла вара статистикăн талăкри кăтартăвӗ çапларах: Хусанпа Çырчаллинче – 3, Пӗтреçпе Çӳлту районӗсенче – 2, Азнакай районӗнче – 1-ер. Covid-19 вируспа чирленисенчен 4-шӗ ютран килнисем, 7-шӗ чирленӗ çынсемпе хутшăннă хусансем. Телее, вилнисем хальлӗхе çук!
Коронавирус ваттисемшӗн кăна хăрушă тени те тӗрӗс мар. Хальхинче те акă чир ернисенчен иккӗшӗ – 18-30, пиллӗкӗшӗ 30-50 çулсенчисем, пӗри кăна 60-тан иртни. Куратпăр ӗнтӗ, çăмăлттайланмалли вăхăт мар халь. Тепӗр хут аса илтеретпӗр, пур-çукшăнах урама ан тухăр, тухма тиврех пулсан маска тăхăнма, алла супăньпе, антисептикпа çумаллин ан манăр! (Татар-информ ИА сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев