Апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа майăн 17-мӗшӗччен – пушара хирӗç ятарлă режим
Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнисене пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысăкрах штраф тӳлеттереççӗ. Ахаль граждансене – 2-4 пин, должноçрисене – 15-30 пин, предприяти-организацисене 400 пин тенкӗ штраф кӗтет.
Çак вăхăтра республика территорийӗнче ниçта та кăвайт чӗртме, типӗ курăк, çӳп-çап çунтарма юрамасть. Кунсăр пуçне урамра кăвайт çинче апат пӗçерме, çав шутра шашлык ăшалама та, 1-3 класлă пиротехника хатӗрӗсене пеме чарнă.
Тӗп тимлӗх коронавирус тавра пулнă вăхăтра ытти хăрушлăхсем çук пек туйăнаççӗ. Шел, чуна çӳçентерекенни тупăнсах тăрать. Ку вăл – вăрмансенчи хăрушă пушарсем. Кăçал хӗлле сахал юр çунăран тата çуркунне ир килнӗрен çӗршывра вăрмансем ир çунма пуçланă. Раççей вăрман хуçалăхӗн статистики (апрелӗн 7-мӗшӗ тӗлне) çапларах: çӗршыв вăрманӗсенче пӗтӗмпе 54 пушар тухнă. Чи йывăр лару-тăру Забайкальск крайӗнче. Унта 8,5 пин гектар лаптăкра 30 (!) пушар тухнă. Çаплах Хабаровск крайӗпе Еврей автономи облаçӗнче те пушарсен шучӗ ӳсет. Инкексен сăлтавне тавçăрма йывăр мар, çын «пулăшмасан» вăрман хăйпе хăй çунма тытăнмасть. Пахча сезонӗ пуçланнă май асăрхаттарса тăнине пăхмасăр çынсем типӗ курăка, çӳп-çапа çунтарма пăхаççӗ.
Апрелӗн 7-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ черетлӗ брифинга хальхинче шăпах пушар хăрушсăрлăхӗн ыйтăвне халалланăччӗ. Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Сергей Сергеев Тутарстанра апрелӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа майăн 17-мӗшӗччен республика территорийӗнче пушара хирӗç ятарлă режим пуçланнине пӗлтерчӗ.
Çак вăхăтра республика территорийӗнче ниçта та кăвайт чӗртме, типӗ курăк, çӳп-çап çунтарма юрамасть. Урамра кăвайт çинче апат пӗçерме, çав шутра шашлык ăшалама та, 1-3 класлă пиротехника хатӗрӗсене пеме те.
Сергей Сергеев йӗркене пăсакансене административлă явап тыттарассине, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнисене пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысăкрах штраф тӳлеттерессине пӗлтерчӗ. Ахаль граждансене – 2-4 пин, должноçрисене – 15-30 пин, предприяти-организацисене 400 пин тенкӗ штраф кӗтет.
Раççей вăрман хуçалăхӗн даннăйӗсем тăрăх, 2019 çулта çулла Раççейре Хӗвелтухăç Çӗпӗр, Красноярск крайӗн, Иркутск облаçӗн, Якутпа Бурят республикисен тата Забайкальски крайӗн вăрманӗсем çунса пӗтӗмпе 7 миллиард тенкӗлӗх тăкак кӳнӗ. Телее, Тутарстанра вăрман çуннă тӗслӗхсем пулмарӗç. Кăçал та халăх яваплă пуласса шанатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев