Шыв-шурта пулнă инкексем
Çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв-шурсенче 19 çын вилме те ӗлкӗрнӗ. Пӗтӗмпе шывсем çинче кăçал 27 инкек пулнă, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах ку. Ун чух 13 çын вилнӗ пулнă, кун çинчен Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ пӗлтерет. Инкексем тӗпрен илсен шыва ăнсăртран ӳкнипе пулаççӗ. Шăп çак сăлтавпа 10 çыннăн, çав шутра пӗр ачан, пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă та.