Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шыв-шурта пулнă инкексем

Çулталăк пуçланнăранпа республикăри шыв-шурсенче 19 çын вилме те ӗлкӗрнӗ. Пӗтӗмпе шывсем çинче кăçал 27 инкек пулнă, пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нумайрах ку. Ун чух 13 çын вилнӗ пулнă, кун çинчен Раççей МЧСӗн Тутарстанри управленийӗ пӗлтерет. Инкексем тӗпрен илсен шыва ăнсăртран ӳкнипе пулаççӗ. Шăп çак сăлтавпа 10 çыннăн, çав шутра пӗр ачан, пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă та.

***

Çак кунсенче Ешӗлварти Металлистсен урамӗнчи пӗр çурт патӗнче 11-ти хӗрача, 31-ти хӗрарăмпа арçын ярăннă чух моторлă кимӗрен тухса ӳкнӗ. Çывăхра çынсем пуррипе кăна çăлăнса юлайнă вӗсем.

***

Шăрăх тăнă канмалли кунсенчен пӗринче Нурлат районӗнчи Ерыкла ялӗнче пысăк инкек пулнă. Çулталăкри ача автомобиль покрышкине тултарнă шыва кайса вилнӗ. Пепке мӗншӗн вăл вăхăтра пӗччен пулнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ халӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия мчс безопасность