Çитес талӑкра республикăра çанталӑк улшăнать, вырӑнӗ-вырӑнӗпе аслатиллӗ çумӑр, пӑр çума пултарнине, вăйлă çил пулнине, хăшпӗр районсенче вăл çеккунтра 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрнине пӗлтерет ТР МЧСӗ.
Çавна май урамра асăрхануллă пулмалла. Вăйлă çил тухсассăн хӳтлӗх вырӑнӗсем шырамалла – çул урлă çӗр айӗнчен каçмалли вырăнсемпе, пурӑнмалли çуртсен подъезчӗсемпе е ытти пӳлӗмӗсемпе усӑ курмалла. Çурт стенисем, обществӑлла транспорт чарӑнӑвӗсем, реклама щичӗсем тата туса пӗтермен çуртсем çумӗнче тăма юрамасть. Çавӑн пекех юнашар пралуксемпе силленекен вывескӑсемпе пулмалла мар.
Автомашинăсене йывӑç айӗнче, реклама конструкцийӗсемпе электропралуксен айӗнче хăварма юрамасть. Çул çине тухакансем, асăрхануллă пулăр!
Нет комментариев