Кӗрхи кун çулталăк тăрантарать
Республикăра сентябрӗн 19-мӗшӗ тӗлне 5,315 миллион тонна тырă вырнă. Вăтам тухăçлăх кăçал гектартан 35,3 центнер тухать. Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан 5,4 центнер ытларах. Çакăн пек даннăйсемпе паллаштарнă ӗнер ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров.