Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗрхи кун çулталăк тăрантарать

Республикăра сентябрӗн 19-мӗшӗ тӗлне 5,315 миллион тонна тырă вырнă.  Вăтам тухăçлăх кăçал гектартан 35,3 центнер тухать. Ку пӗлтӗрхипе танлаштарсан 5,4 центнер ытларах. Çакăн пек даннăйсемпе паллаштарнă ӗнер ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров.

Республика хирӗсенче ӗç çав-çавах нумай-ха: 45 пин гектар çинчен кукурузăна, 25 пин гектар рапс, 2,4 пин гектар çӗрулми, 1,4 пин гектар ытти пахча çимӗç  пухса илмелле. Çавăн пекех сахăр кăшманне тирпейлес ӗçсем те вӗçленмен – пӗтӗмӗшле лаптăкăн виççӗмӗш пайне кăна пухса илнӗ-ха хальлӗхе. Сахăр кăшманӗн вăтам тухăçлăхӗ – гектартан 413,4 центнер. Пысăк тухăçлăхпа Заинск, Мензеле, Сарман, Теччӗ районӗсем палăрса тăраççӗ. Заводсем кунсерен 13,8 пин тонна сахăр кăшманӗ тирпейлеççӗ.

Çӗрулмипе хӗвелçаврăнăша пухса илес ӗçсем те ăнăçлă пыраççӗ темелле: пӗрремӗшӗн тухăçлăхӗ вăтамран 288 центнерпа,  иккӗмӗшӗн 17 центнерпа танлашать.

Кӗрхи тырăсене акассине те вăхăтра пурнăçлаççӗ республикăри çӗр ӗçченӗсем: сентябрӗн 19-мӗшӗ тӗлне 420 пин гектар кӗрхи тулă, 119 гектар кӗрхи ыраш акнă.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-службин. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство