Ырантан Тутарстанра ача-пăча тата кану центрӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ
Ырантан Тутарстанра ача-пăча вăйă пӳлӗмӗсем, кану центрӗсем ӗçлеме пуçлаççӗ. Çакнашкал заведенисенче пулмалли çынсен хисепӗ те ӳсет. Кун пирки калакан постановлени çине ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин алă пуснă.
Документпа килӗшӳллӗн, асăннă заведенисем маларах Роспотребнадзорăн Тутарстан Республикинчи Управленине хăйсем ӗçлеме пуçласшăнни пирки çыруллă уведомленипе пӗлтернӗ пулсан, вӗсем сентябрӗн 21-мӗшӗнчен ӗçлеме тытăнма пултараççӗ. Заведенисенче пӗр вăхăтра шутлă çын пулма тивӗç: 4 тăваткал метра пӗр çын тухмалла, çав шута унта ӗçлекенсем те кӗреççӗ.
Çавăн пекех ырантан уçă площадкăсенче пӗр вăхăтра пулма пултаракан çынсен шутне те ӳстереççӗ – 100-тен 200 таран. Хупă помещенисенче 100 çынран ытла пулма юрамасть – 4 тăваткал метр пуçне 1 çын.
Аквапарксем, кинотеатрсем, цирксем, спорт залӗсем тата обществăлла апатлану заведенийӗсем унта килекенсене 70 процент таран (халиччен 50 процентчӗ) йышăнма пултараççӗ.
65 çултан аслăрах çынсене Роспотребнадзор килте ларма сӗнет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев