«Сувар пики» конкурсра çӗнтерни «Тутарстан Чăваш пикине» хутшăнма май парать
2000 çулсенче, чăвашлăх туйăмӗ вăйлă аталанма пуçларӗ. Пире хамăр чӗлхепе калаçни, чăваш мероприятийӗсем çитместчӗç. Пӗрремӗш конкурса питӗ вăхăтлă пуçласа ятăмăр. Аслисем ун чухне хăйсем валли тӗрлӗ мероприяти ирттеретчӗç. Писательсем пухусем йӗркелетчӗç, чăваш эстрада çăлтăрӗсен концерчӗсем. Çамрăксем валли нимӗн те çук. Яла кайсан вӗсем пӗр-пӗринпе вырăсла калаçнине кураттăм. Тăвансен ачисемех вырăсла калаçатчӗç. Питӗ пăшăрхантаратчӗ çакă. «Çук, капла юрамасть, яш-кӗрӗм валли мӗн те пулин пулмаллах», – шутларăм хам ăшра. ЧНКА канашӗнче те çӗклерӗмӗр ку ыйтăва, хам енчен илем конкурсне ирттерме сӗнтӗм. Çамрăксем валли те уяв пултăр терӗмӗр.