Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Сувар пики» конкурсра çӗнтерни «Тутарстан Чăваш пикине» хутшăнма май парать

2000 çулсенче, чăвашлăх туйăмӗ вăйлă аталанма пуçларӗ. Пире хамăр чӗлхепе калаçни, чăваш мероприятийӗсем çитместчӗç. Пӗрремӗш конкурса питӗ вăхăтлă пуçласа ятăмăр. Аслисем ун чухне хăйсем валли тӗрлӗ мероприяти ирттеретчӗç. Писательсем пухусем йӗркелетчӗç, чăваш эстрада çăлтăрӗсен концерчӗсем. Çамрăксем валли нимӗн те çук. Яла кайсан вӗсем  пӗр-пӗринпе вырăсла калаçнине кураттăм. Тăвансен ачисемех вырăсла калаçатчӗç. Питӗ пăшăрхантаратчӗ çакă. «Çук, капла юрамасть, яш-кӗрӗм валли мӗн те пулин пулмаллах», – шутларăм хам ăшра. ЧНКА канашӗнче те çӗклерӗмӗр ку ыйтăва, хам енчен илем конкурсне ирттерме сӗнтӗм. Çамрăксем валли те уяв пултăр терӗмӗр.

Ку эрнере эпир «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçипе Сильвия Чаркинăпа тӗл пулса калаçрăмăр. Сăлтавӗ – юбилейлă Х конкурса хăçан ирттерессине ыйтса пӗлесси. Редакци ӗçченӗсенчен кун çинчен час-час ыйтаççӗ. «Эсир информаци сферинче ӗçлетӗр, пӗлетӗр пулӗ?» – теççӗ. Паллах, дирекци ертӳçине «Сувар пики» онлайн-конкурса ирттерме шухăшланине те пӗлтертӗмӗр. Çӗнтерӳçе республика конкурсне йышăнма ыйтрăмăр. Кун пирки вăл мӗн шутланине унпа тунă интервьюран вуласа пӗлме пулать.  
Хаклă вулакансем, сире «Сувар пики» онлайн-конкурс уçăлнине пӗлтеретпӗр! Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн унта 14-23 çулти хӗрсем хутшăнма пултараççӗ. 

Сильвия Чаркина: «Сувар пики» çӗнтерӳçине «Тутарстан Чăваш пикине» конкурссăрах йышăнатпăр»  

 

– «Чăваш пики» конкурс çинчен сăмах хускатсан пурте пӗрремӗшне аса илеççӗ, çынсен асӗнче вăл ытларах асра юлнă. Мӗншӗн?
– Вăл вăхăтра, 2000 çулсенче, чăвашлăх туйăмӗ вăйлă аталанма пуçларӗ. Пире хамăр чӗлхепе калаçни, чăваш мероприятийӗсем çитместчӗç. Пӗрремӗш конкурса питӗ вăхăтлă пуçласа ятăмăр. Аслисем ун чухне хăйсем валли тӗрлӗ мероприяти ирттеретчӗç. Писательсем пухусем йӗркелетчӗç, чăваш эстрада çăлтăрӗсен концерчӗсем. Çамрăксем валли нимӗн те çук. Яла кайсан вӗсем  пӗр-пӗринпе вырăсла калаçнине кураттăм. Тăвансен ачисемех вырăсла калаçатчӗç. Питӗ пăшăрхантаратчӗ çакă. «Çук, капла юрамасть, яш-кӗрӗм валли мӗн те пулин пулмаллах», – шутларăм хам ăшра. ЧНКА канашӗнче те çӗклерӗмӗр ку ыйтăва, хам енчен илем конкурсне ирттерме сӗнтӗм. Çамрăксем валли те уяв пултăр терӗмӗр.
– Пӗрремӗш икерчӗ кумккаллă пулать теççӗ те, ку «Чăваш пикине» пач пырса тивмест. Тӗлӗнмелле çӳллӗ шайра иртрӗ вăл.
– Çапла, питӗ пултаруллă хӗрсем пуçтарăнчӗç районсенчен. Пӗвӗпе çӳллӗ, сăнӗпе илемлӗ, пур енчен те маттур. Пӗрремӗш  вăл пӗрремӗш юрату пек. Яланлăха асра юлать. Тӗрӗс те, çине тăрса хатӗрлентӗмӗр. Хамăр ума чи çӳллӗ шай лартрăмăр. Пӗрремӗш ертӳçӗ Тутарстанри телевидени çăлтăрӗ Дмитрий Платонов пулчӗ. Халӗ вăл «Созвездие – Йолдызлык» конкурса ертсе пырать. Ун хыççăн тепӗр паллă телеертӳçӗпе Дмитрий Нестеровпа ӗçлерӗмӗр. Паллах, пысăк профессионалсем  конкурса ертсе пыни ун шайне çӗклерӗ. Хӗрсем те пӗринчен тепри хӳхӗмрех, пултаруллăрах. Творчествăлла номерӗсене лайăх хатӗрленсе килнӗ. Çавăнпа конкурса пурте юратса йышăнчӗç пулӗ те.
– «Мисс Татарстан» обществăлла организацин президенчӗпе –  модель агентствин директорӗпе Изольда Сахаровăпа та ӗçлерӗн мар-и-ха?
– Çапла, тӗрӗсех. Изольда Сахарова пӗрремӗш конкурсранах пирӗнпе ӗçлеме кăмăл турӗ. Хӗрсемпе хăй кашни номерне лартрӗ. Вӗсене тӗрӗс утма, хăйсене сцена çинче тытма вӗрентрӗ. Ку кашни хӗршӗн хаклă опыт. Васканине пӗрре те каламастчӗ. Пур ӗçне пăрахса хӗрсемпе кашни кун çӗрлеччен ӗçлетчӗ. Номерсене миллиметр таранччен туптатчӗ. «Чăваш хӗрӗсен воспитанийӗ лайăх, вӗсем питӗ ӗçчен те пултаруллă, аван вӗренни те сисӗнет тата сăпайлă. Ӗçлеме питӗ кăмăллă», – тетчӗ ялан Изольда Генриевна. Пысăк тав ăна, «Чăваш пикин» никӗсне вăл хыврӗ.
– Сана хăюллăнах Сахарован вӗренекенӗ теме пулать апла?
– Эпир пурте камран та пулин вӗренетпӗр. «Чăваш пики» конкурса çулран-çул пӗрле хатӗрленсе Изольда Генриевнăпа çывăх туслашрăмăр темелле. 2004 çулта вăл мана хăй патне чӗнсе илчӗ. «Сувар»  хаçатра ӗçлеттӗм ун чухне. Редакцирен кайса «Мисс Татарстан» модель агентствипе илем конкурсне ӗçе вырнаçрăм. Ӗç тăвакан директор пулнă май эстетика воспитанийӗн студине те ертсе пытăм. 2011 çулчченех ӗçлерӗм унта.
– «Раççей Чăваш пики» конкурсра та пирӗн хӗрсем палăрчӗç?
– Пӗрре кăна та мар. «Тутарстан Чăваш пики» конкурсра çӗнтернӗ хӗр республика чысне Раççей шайӗнчи конкурсра хӳтӗлет. Малтанхи çулсенче конкурссем Мускавра иртрӗç. Шупашкара куçарнă хыççăн шайӗ палăрмаллах чакрӗ. Ку манăн шухăш кăна мар. Чăваш Ен тулашӗнчи конкурссен дирекцийӗсем писсе пыраççӗ. Мӗншӗн тесен тӗп номинацире çӗнтерме май хăвармарӗç. Темле «Чăваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллă пике» номинаци шутласа кăларнă. Мӗншӗн пире чикӗ лартса уйăрмалла? Çапла «Раççей Чăваш пики» конкурс республика конкурсӗн шайне анса ларчӗ.
– Эп астăвасса пирӗн хӗрсем пӗрре мар Раççей пики ятне илчӗç?
– Çапла, ялан 1, 2-мӗш вырăнсене йышăнатчӗç. Юлашки хут Раççей Чăваш пики ятне 2016 çулта Ксения Романова тивӗçрӗ, Шупашкарта. Мухтанса каламастăп, чăннипех пирӗн хӗрсем чи хатӗрленнисемччӗ ялан. Хăйсене тытассипе те уйрăлса тăраççӗ. Мӗншӗн тесен «Тутарстан Чăваш пики» шкулне иртнӗ.
– Конкурса пулăшакансем çинчен тӗплӗнрех пӗлес килет. Камсем вӗсем?
– Конкурс çӳллӗ шайра иртни, паллах, партнерсенчен те килет. Тем пек пултаруллă пулсан та, конкурса укçа-тенкӗсӗр ирттерейместӗн. Парне фончӗ те пирӗн ялан тивӗçлӗ. Çӗнтерӳçӗсене кăна мар, кашни хутшăнакана ювелир япалисене   парнелетпӗр. Малтанхи 5 конкурсăн тӗп спонсорӗ «Стекольная компания» организацин генеральнăй директорӗ  Константин Елисеев пулчӗ. Финанс тăкакне вăл пӗтӗмпех хăй çине илчӗ: концерт залне арендăлассинчен пуçласа костюмсем çӗлесси таранах. Эпир кашни çул пӗр номер валли конкурсанткăсене пӗр пек костюм çӗлеттереттӗмӗр. Район пуçлăхӗсене, Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсене хӗрсене хатӗрлесе килнӗшӗн пысăк тав. Кашнине ятпа асăнма та пултаратăп. Халӗ ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомне ертсе пыракан Константин Яковлева пысăк тав. ЧНКА председателӗ пулнă май вăл нумай тăрăшрӗ. ЧНКА Ӗçтăвкомӗн ертӳçине Владимир Иванова та тав тумалла. Вӗсем конкурс кирлӗлӗхне ăнланни питӗ паха. Хула администрацине те асăнмалла. Пӗрремӗш конкурссене ирттернӗ чухне Хусан администрацийӗн чӗлхесен аталанăвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗнче Ирек Арсланов ӗçлетчӗ. Конкурсанткăсене ача-пăча лагерӗсене тӳлевсӗр вырнаçтарса питӗ пулăшрӗ, апатне те тӳлевсӗр çитеретчӗç, илсе çӳреме автобус та пачӗç. Вăл ӗçрен кайсан ку тивӗçсене йăлт хамăра татса пама тиврӗ. Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика та  партнерсен шутӗнче. Зинаида Вороновăна уйрăммăн пысăк тав. Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ансамбле тав туса пӗтерме сăмах çитмест. Вӗсем конкурса чăннипех илем кӳреççӗ.
– Малтанхи конкурссем вырăсла-чăвашла иртрӗç. Мӗн хистерӗ пӗтӗмпех чăвашла формат çине куçма? Критика?
– Вăйлă критиклекенсем пулчӗç теме çук. Пӗрремӗш конкурссене хутшăнакансенчен сахалăшӗ чăвашла лайăх пӗлетчӗ. Уйрăмах Чистай, Алексеевски, Нурлат районӗсенчен килекенсен чӗлхе йывăрлăхӗ пурччӗ. Вырăсла ирттернин сăлтавӗ – хамăрăн культурăпа ытти халăхсене те паллаштарасси. ТР Культура министерствин, Патшалăх Канашӗн, наципе культура автономийӗсен, ытти ведомствăсен представителӗсем те конкурса курма килетчӗç. Чăваш халăхӗн пуян культурипе пурне те паллаштарас задачăна та лартаттăмăр хамăр ума. Творчествăлла номерсем чăвашлахчӗ паллах. Халăхсен хушшинче культурăлла ылмашăну пулмаллах. Хупăнса хамăршăн кăна ӗçлесен аталану пулмасть вăл.
– Сильвия Николаевна, хăçан пулать юбилейлă Х конкурс? Питӗ кӗтетпӗр ăна. Тата мӗн çӗннипе тӗлӗнтеретӗр пире?
– Кăçал ирттересшӗнччӗ ăна. Шел, коронавирус пандемийӗ ура хучӗ. 2020 çулхи март уйăхӗнче ирттерме ирӗк памарӗç. Çитес çула куçартăмăр. Эпидемиологи лару-тăрăвӗ йӗркеллӗ пулсан çуркунне ирттерме шутлатпăр. Хутшăнма кăмăл пур хӗрсем Инстаграмра та, Вконтактере те манран ыйтсах тăраççӗ, ертӳçӗсем шăнкăравлаççӗ. «Тутарстан Чăваш пики» халăх юратнă конкурс пулни, ăна кӗтни хавхалантарать. Юбилейлă конкурс енӗпе шухăшсем нумай. Ăна нихçанхинчен чаплăрах тума шухăшлатпăр. Сюрпризсем нумай пулӗç. Хăнасем нумай чӗнес килет. Манăн пысăк ӗмӗт – тӗрлӗ çулсенче çӗнтернӗ «Чăваш пикисене» пурне те пуçтарасси. Мӗнлерех пурăнаççӗ вӗсем, шăписем епле, ăçта тата кам пулса ӗçлеççӗ? Çемйисемпе, ачи-пăчипе пӗрле чӗнме шухăш пур. Мӗнлерех пулӗ вăл? Ку сюрприз.
Конкурсăн тепӗр сăлтавӗ – чăваш хӗрарăмне чысласси. Çавăнпа конкурсанткăсен амăшӗсене чӗнессине йăлана кӗртрӗмӗр. Вӗсем те сцена çине тухӗç. Паллах, чăваш эстрада çăлтăрӗсене чӗнӗпӗр. Тен, камăн та пулин конкурса спонсор пек хутшăнма кăмăл пур? Тархасшăн, эпир пуринпе те ӗçлеме хавас.
– Сильвия Николаевна, эпир «Сувар пики» конкурс ирттерме шутларăмăр. Мӗнле, пирӗн çӗнтерӳçе республика конкурсне йышăнатăр-и?
– Хаваспах! Хӗрсем хăйсем çинчен кӗске анкета тата творчествăлла номерӗн видеоне ярса паччăр. «Сувар пики» çӗнтерӳçисӗр пуçне «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗ те хăйне килӗшнӗ хӗре суйлӗ, тен, пӗрне кăна та мар. Лайăх конкурс шутласа тупнă эсир. Ку нумайăшне район тапхăрӗнчи конкурса хутшăнмасăрах тӳрех республика конкурсне лекме май парать.

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.  
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

«Сувар пики» онлайн-конкурс условийӗсем
1. Онлайн-конкурс 2020 çулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче пуçланать те 2021 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен пырать. Çак вăхăт хушшинче suvar@mail.ru электронлă адрес çине е хаçатăн  Вконтактери https://vk.com/suvargazeta аккаунтне заявка памалла.
2. Анкета ярса памалла. Унта ят, ашшӗ ятне, хушамат, хăçан çуралнине, хăш районтан пулнине кăтартмалла.
3. Портрет тата пӳ çӳллӗшпех ӳкернӗ сăнӳкерчӗк ярса памалла.
4. Хăвăрпа паллаштарса кӗске видео ямалла (визитка).
5. Творчествăлла номерпе видео ӳкерсе ямалла (юрă е ташă, сăвă е ытти пултарулăхпа).
6. Конкурсанткăсен сăнӳкерчӗкӗсене анкетăпа пӗрле «Сувар» хаçатра пичетлетпӗр.
7. Пултарулăх номерӗсемпе видеосене хаçатăн социаллă сечӗсенчи страницисене тата Телеграм канала вырнаçтаратпăр.
8. 2021 çулхи мартăн 5-мӗшӗнче жюри пайташӗсем çӗнтерӳçе суйлаççӗ.
9. «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗпе килӗшӳ тунă тăрăх, организаци «Сувар пикисӗр» пуçне хăйне килӗшнӗ пикесене  суйласа илет.
10. Онлайн-конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсене «Сувар» хаçатăн сайтӗнче, социаллă сетьсенчи аккаунтсенче пӗлтерӗпӗр.  
11. Онлайн-конкурс положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашмалла.

 

Парнесем
1. «Сувар пики» çӗнтерӳçи «Тутарстан Чăваш пики» конкурса хутшăнма тата спонсор парнине тивӗçет.
2. 2 тата 3-мӗш вырăна тивӗçнисене спонсорсенчен парне лекет тата «Сувар» хаçата тӳлевсӗр çырăнтаратпăр.  

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество