Хăй чăн та ӗçленине документпа çирӗплетеймен
Суд тӗрӗслевӗ тата тăратнă документсем кăтартнă тăрăх, РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн Нурлатри уйрăмӗ Н. гражданина ятарлă стаж çителӗксӗррине кура чăнах та 2013 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 400-мӗш номерлӗ «Страхлакан пенсисем çинчен» Федераллă законăн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗпе вăхăтсăр пенсие кăларма ирӗк паман. Мӗншӗн тесен вăл каменщиксен бригадинче е комплекслă бригадăсенчи каменщиксен ушкăнӗнче ялан ӗçленине ӗнентерекен документсем тăратман.
Каменщиксен ятарлă ушкăнӗсенчен тăракан каменщик е комплекслă бригадăсем йӗркеленине ӗнентерекен приказсем те, ытти документаци те, ӗç паракансенчен ӗç характерне çирӗплетекен справка та пулман унăн.