Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăйне явап тыттарасран хăранипе машинине вăрланă тесе полицие евитленӗ

Çынсем нумай чухне ӗçсӗр аптраса закона пăсаççӗ. Аксу поселокӗн Б. гражданинӗпе те çаплах пулса тухнă. Хăйӗн юлташӗсене поселок тăрăх ярăнтарма шутланă. Нумай пулмасть кăна уçăлнă çуран çӳремелли парка, тин кăна брусчатка сарнă  строительсен ӗçне тӗрӗслесе пăхас шутпа та ахăр, машинипех кӗрсе кайнă.  Нимӗн интереслине те курманнипе çаврăнма хăтланнă вăхăтра çывăхри çырманах чăмнă. Машинине кăларайманнипе киле саланнă. Хăйне явап тыттарасран хăранипе машинине вăрланă тесе полицие евитленӗ.

Оперативниксем нумай кӗттермен,  пулса иртнине тӗпчес шутпа ун патне ирех çитнӗ. Анчах вӗсене хирӗç пӗрле пурăнакан хӗрарăмӗ кăвакарнă пит-куçпа тата çурăлнă сылтăм хăлхапа тухнă. Ăна вăл икӗ кун каялла питӗнчен, кăкăрӗнчен чăмăрпа, хăлхи тӗлӗнчен керамика куркапа çапса хӗнесе пӗтернӗ иккен. Хӗрарăма тӳрех больницăна ăсатнă. Вăл арçынна явап тыттарма ыйтса полицие заявлени çырнă.
Б. гражданин машинине вăрланă тесе евитленӗ чух парк халăх йышлă çӳрекен урампа юнашаррине, каçхине руль умӗнче никам та мар, хăйех ларнине куракансем пулнине шута илмен ӗнтӗ.
 Çапла майпа йӗркене пăснинчен, çынна хӗнесе сывлăхне сиен кӳнинчен тата преступлени пулни пирки суйнинчен тунман. Суд обязательнăй йӗркепе 320 сехет обществăлла ӗçре ӗçлеттерме приговор йышăннă.
Обществăлла ӗç шутне парксемпе скверсене çӳп-çапран, юртан тасатасси те кӗнине шута илсен, Б. гражданинăн тăван тавралăхпа, çав шутра вӗр-çӗнӗ паркпа та паллашма вăхăчӗ çителӗклех халь.

Аксу район сучӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: из зала суда