Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăй чăн та ӗçленине документпа çирӗплетеймен

Суд тӗрӗслевӗ тата тăратнă документсем кăтартнă тăрăх, РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн Нурлатри уйрăмӗ Н. гражданина ятарлă стаж çителӗксӗррине кура чăнах та 2013 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 400-мӗш номерлӗ «Страхлакан пенсисем çинчен» Федераллă законăн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗпе вăхăтсăр пенсие кăларма ирӗк паман. Мӗншӗн тесен вăл каменщиксен бригадинче е комплекслă бригадăсенчи каменщиксен ушкăнӗнче ялан ӗçленине ӗнентерекен документсем тăратман. Каменщиксен ятарлă ушкăнӗсенчен тăракан каменщик е комплекслă бригадăсем йӗркеленине ӗнентерекен приказсем те, ытти документаци те, ӗç паракансенчен ӗç характерне çирӗплетекен справка та пулман унăн.

Н. гражданин РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн Нурлатри уйрăмне тăратнă тавăçпа çыхăннă гражданла ӗçе Нурлат район сучӗ пăхса тухнă. Пенси фончӗ Н. гражданинăн йывăр ӗçри стажӗ кирлӗ чухлӗ маррипе сăлтавласа ăна вăхăтран маларах пенсие кăларма килӗшмен. Страхлакан пенсие вăхăтран маларах тухма ирӗк паракан ятарлă стажа каменщиксен бригадинче ӗçленӗ çулсене кӗртмен.
Суд тӗрӗслевӗ тата тăратнă документсем кăтартнă тăрăх, РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн Нурлатри уйрăмӗ Н. гражданина ятарлă стаж çителӗксӗррине кура чăнах та 2013 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 400-мӗш номерлӗ «Страхлакан пенсисем çинчен» Федераллă законăн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗпе вăхăтсăр пенсие кăларма ирӗк паман. Мӗншӗн тесен вăл каменщиксен бригадинче е комплекслă бригадăсенчи каменщиксен ушкăнӗнче ялан ӗçленине ӗнентерекен документсем тăратман.
Каменщиксен ятарлă ушкăнӗсенчен тăракан каменщик е комплекслă бригадăсем йӗркеленине ӗнентерекен приказсем те, ытти документаци те, ӗç паракансенчен ӗç характерне çирӗплетекен справка та пулман унăн. Персонификаци учетӗнчи выпискăра та тавлашуллă çав çулсенче Н. гражданина ятарлă ӗç условийӗнче ӗçлекен пек страхланине кăтартман.
Район сучӗ 2013 çулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче тухнă 400-мӗш номерлӗ «Страхлакан пенсисем çинчен» Федераллă законăн 30-мӗш статйин 1-мӗш пайӗн 2-мӗш пункчӗ, СССР Министрсен Кабинечӗ 1991 çулхи январӗн 26-мӗшӗнче çирӗплетнӗ «Пенсие тухма çăмăллăх паракан производствăсен, ӗçсен, профессисен, должноçсемпе кăтартусен списокӗ çинчен» постановленийӗ, РФ Ӗç министерствин 1996 çулхи майăн 22-мӗшӗнче тухнă «РСФСР патшалăх пенсийӗсем çинчен» 12, 78, 78.1-мӗш статйисенче пенсие тухма çăмăллăх паракан производствăсен, ӗçсен, профессисен, должноçсемпе кăтартусен списокӗ çине таянса тата Н. гражданин тавлашуллă çав çулсенче асăннă организацисенче чăнах та каменщик пулса ӗçленине çирӗплетме панă пӗр кунра вăл нимӗнле документ та тăратайманнине шута илсе унăн РФ Пенси фончӗн Тутарстанри управленийӗн Нурлатри уйрăмне тăратнă тавăçне тивӗçтермен.

Миляуша ФАТХУЛЛИНА,
Нурлат район сучӗн судья пулăшуçи.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: из зала суда