МАЙĂН 9-МӖШӖ ПАРАДПА ПУÇЛАНӖ
Вырсарникун, майăн 9-мӗшӗнче, пӗтӗм Раççей халăхӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнине палăртать. Çак кун фронтра пуç хунă салтаксене, Çӗнтерӳпе таврăннисене сума суса аса илетпӗр, вӗсен паттăрлăхӗ умӗнче пуç таятпăр. Аслă Çӗнтерӳ вăл – вилӗм витӗр юнпа та тарпа, чикӗсӗр хăюлăх кăтартса тунă этемлӗхӗн чи пысăк паттăрлăхӗн символӗ. Хурланупа пӗрле вăл мăнаçлăх та çуратать. Вăрçă тӗкӗнмен çемье Раççейре çук. Кашни чи çывăх тăванне – ашшӗне, аслашшӗ-кукашшӗне, пиччӗшӗ-шăллӗне, аппăшӗ-йăмăкне çухатнă. Тылра та çӗнтерӳшӗн ырми-канми кӗрешӳ пынă. Совет çӗршывӗн нумай нациллӗ халăхӗ пӗр чăмăра пуçтарăнса фашизмран тăван çӗршыва кăна мар, Европа патшалăхӗсене те хăтарса ирӗке кăларнă. Тивӗçлипе Аслă Çӗнтерӳ пирӗн тӗп уяв пулса тăрать