Тутарстан президенчӗ çӗре кӗнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин геройӗсен тăванӗсене патшалăх наградисене пачӗ
Наградӑланӑ паттӑрсенчен виҫҫӗшӗ фронтра пуç хунă, иккӗшӗ киле таврӑннӑ та иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче çӗре кӗнӗ
Хусанти Муса Джалиль ячӗллӗ опера тата балет театрӗнче çитес Çӗнтерӳ Кунне халалланă концерт иртрӗ. Çавăнта Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов çӗре кӗнӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин геройӗсен тăванӗсене патшалăх наградисене пачӗ. Наградăлав умӗн вăл пухăннă халăха саламлă сăмах каланă.
«Хисеплӗ фронтовиксем тата тыл ӗçченӗсем, пӗтӗм чун-чӗререн сире Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 çул çитнипе саламлатăп. Ку - ыттисенчен уйрӑлса тăракан уяв. Кашни çемьере хăйсен геройӗсене астăваççӗ тата хисеплеççӗ. Вӗсен ячӗсем яланлăха пирӗн чӗрере юлнă. Вӗсен подвигӗсем пирки эпир хамăрăн ачасене, мăнуксене тата кӗçӗн мăнуксене каласа парăпăр», - палăртрӗ Рустам Минниханов.
«Çӗнтерӳ патне илсе пыракан çул йывăр та вăрах пулнă. Çӗршер пин Тутарстансем хăйсен пурнăçӗсене мирлӗ пуласлăхшăн панă», - палăртрӗ Рустам Минниханов. Çакăн хыçăн пурте пӗр минут шăп тăрса вăрçăра вилнисене асăнчӗç.
Тутарстан президенчӗ çитес уявпа ыттисенчен ăшăрах ветерансене саламларӗ.
«Çак çутă уяв кунӗнче чи малтан ветерансене чӗнсе калас килет. Тайма пуҫ сире Аслӑ Ҫӗнтерӳшӗн тата пулас ăрупа çӗршывшăн тунă подвигшăн», - каларӗ Р. Минниханов.
Вӑл вăрçăра пуç хунă тата таврăннă хыççăн çӗре кӗнӗ Тутарстансен тӑванӗсене Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче героизмпа паттăрлăхшăн награда панă. Пурӗ 5 медальпе орден парнеленӗ. Наградӑланӑ паттӑрсенчен виҫҫӗшӗ фронтра пуç хунă, иккӗшӗ киле таврӑннӑ та иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче çӗре кӗнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев