Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Лăпкă эрне

Эрнелӗх гороскоп 10.05 – 16.05

ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнерен тем кӗтмелле мар. Инçет­ри тăван хăнана килни чи пысăк кӗтменлӗх пулӗ. Ку канмаллисене савнă туспа е мăшăрпа маларах планланă пек ирттерме кăштах чăрмантарӗ. Ӗçри лару-тăру лăпкăлăхпа савăнтарӗ. Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулмалла.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ку эрнере профессири пултарулăха çирӗплетме тивӗ – пуçлăх ыйтнипе. Тӗрӗссипе, тӗрӗслев сире кăна мар, пурне те кӗтет. Çавăнпа вӗчӗрхенме, хирӗçме ан васкăр. Ку ӗç вырăнне чăн та  тивӗçлипе йышăннине тепӗр хут çирӗплетсе парӗ çеç. Паллах, авторитета ӳстерӗ. Юратура кӗтмен сюрприз пулӗ.  

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Лăпкă эрне. Ӗçре те, харпăр пурнăçра та ним те чăрмантармӗ. Çапах эсир хăвăрпа кăмăллă мар. Сăлтавӗ – харпăр хаклав (самооценка) чакнинче. Хăвăра карьера енӗпе ытларах ӳснӗ, пысăк çитӗнӳ тунă çынпа танлаштарма пăрахăр. Сирӗн те тивӗçсем пур, уйрăмах юратура. Тахçанах савса пурăннă çын юратнине пӗлтерӗ.

РАК 22.VI – 22.VII
Ку эрнере харпăр имиджа улăштарасси çинчен шутлăр. Эсир çӗннинчен хăраманнине, тӗллев патне хăюллăн утма хатӗррине пурте курччăр. Консервативлăхран хăтăлни тахçантанпа килӗштернӗ çыннăн тимлӗхне çӗнсе илме пулăшӗ. Арлă-арăмлисене вара сӳнме пуçланă туйăмсене çӗнӗрен чӗртме хавхалантарӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере наянланни сăтăр кӳме пултарать. Пуç çаврăнса каймалли çитӗнӳ тума май пур, наянлансан вара ăнăçăва вӗçертме пулать. Çавăнпа пессимистла шухăш-кăмăла хăвалăр та тӗслӗхе пысăк çитӗнӳ тунă тăванăра илсе малалла талпăнăр. Укçа-тенкӗ енчен те ăнать, пуçланă проект лайăх тупăш тума пулăшӗ.   

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Иртни пирки тунсăхлатăр, пӗтӗм чунпа ачалăх иртнӗ вырăна талпăнатăр. Инçетри тăванпа курса калаçас килӗ. Ӗçре характер çирӗплӗхне, пултарулăха кăтартма тивӗ. Карьерăшăн пуçланнă кӗрешӳре çӗнтерӳçӗ пулатăр. Плансене ӗçтешсене ан пӗлтерӗр.

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Ик хут вăйлăрах ӗçлеме тивет, мӗншӗн тесен ӗçтешсен хушшинче конкурент пурри палăрать. Таврарисен шучӗпе вăл сиртен нумай енӗпе ирттерет. Унран юлас мар тесе çи-пуçа та тӗпрен улăштарма шутлатăр. Çак тытăçăвăн лайăх енӗ те пур – харпăр аталанăва ӳстересси йăлана кӗрӗ.  

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
 Ку эрнере юрату фронтӗнче асăрхануллă пулмалла. Кампа та пулин роман пуçлансан та вăл ӗлӗкхи савние мантараймӗ. Ăнах юрататăр пулсан каялла тавăрма шутлăр, çӗнӗ савни чăрмантарсан та. Çине тăрсан унчченхи савние тавăрма шанăç пур. Ытти енӗпе пурнăçра пысăк улшăнусем çук.  

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Теме пула ку эрнере кăмăл пусăрăнчăк пулӗ, пур çӗрте те чи малтан япăххине куратăр. Депрессивлă лару-тăрăва пула должноçпа ӳсме май пур шанăçа тата харпăр телее вӗçертме пултаратăр. Тахçанах килӗштернӗ çын сиртен пӗр тимлӗх те çуккине кура урăххипе çӳреме тытăнма пултарать.  

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Должноçшăн пуçланнă ăмăртура татăклă утăм туса ӗçтешӗрсене самай хыçала хăваратăр. Ӗç вырăнӗ явап­лăрах, малашнехи ӳсӗмшӗн пӗлтерӗшлӗрех пу­лӗ. Малтанласа йывăр пулӗ, çапах ӗçтешсенчен канаш ан ыйтăр. Пулăшас вырăнне такăнтарма пăхӗç. Юратура çӗнӗлӗхсем çук.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
 Хăвăршăн эрне пӗлтерӗшлӗ пулин те ыттисем çавна курмăш тăвӗç. Ӗçре те, килте те кивелнӗ япаласенчен хăтăлма шутлатăр. Канмаллисене лайăх юлташпа ирттерме шутлатăр, анчах ку савние килӗшмӗ. Пӗр иккӗленмесӗр савние е мăшăра суйлăр. Ку вăхăтра кивçен укçа ан илӗр, парса татма йывăр пулӗ.

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
 Ку эрнере кил-çуртри интерьера çӗнетме май пулӗ. Ун валли пӗр пус та тăкакланмастăр. Çӗнӗ сӗтел-пукана е ытти кирлӗ япалана çывăх тăванăр ахалех парӗ. Ку вăл тӗпрен юсав пуçласа хăй валли урăххисене туяннипе çыхăнма пултарать. Ытти енӗпе пурнăçра улшăнусем пулмӗç, кунсем лăпкăлăхпа савăнтарӗç.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев