Борис Чернов: «Ачасене кӗрешме вӗрентесси – манăн чи пысăк ӗмӗтчӗ»
Атăлçи регионӗсенчи спорта юратакансем, ирӗклӗ кӗрешӳпе интересленекенсем Борис Чернова лайăх пӗлеççӗ. Вăл Çӗпрел районӗнчи Куршанкă Шăхаль ялӗнче 1956 çулхи июнӗн 7-мӗшӗнче çуралнă. Халӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн ирӗклӗ кӗрешӳçисен командин аслă тренерӗ.
Борис ачаллах йăрă ӳснӗ, спорт вăййисене юратнă, тантăшӗсем хушшинче хоккейла выляссипе кӳршӗ ялсемпе вăйăсем йӗркеленӗ. Вӗренме те япăх вӗренмен, шкул çумӗнчи участокра ӗçлесе вăл ВДНХ бронза медальне тивӗçнӗ. 1973 çулта Хурăнвар Шăхалӗнчи вăтам шкула пӗтерсен вăл Ижевскри ял хуçалăх институтне кайса кӗнӗ. Малтан лаша спорчӗпе аппаланнă. Çур çул хыççăн вара пӗр тӗлпулу унăн пурнăçне улăштарса янă.