Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăшалне панă, сирпӗтмеллине – çук

Аксу район сучӗ закона пăсса килте сирпӗтмелли веществосем упранă И. енӗпе приговор йышăннă. Суд приговорӗнче палăртнă тăрăх, И. 2018 çулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнчен пуçласа 2021 çулхи февралӗн 19-мӗшӗнче Раççей ШӖМӗн Аксу районӗнчи уйрăмӗн ӗçченӗсем тупса туртса иличчен хăй пурăнакан çуртăн çывăрмалли пӳлӗмӗнче тăватă металл банка сирпӗтекен вещество упранă. Çапла туса вăл Раççей Федерацийӗн 1996 çулхи декабрӗн 13-мӗшӗнче йышăннă 150-ФЗ № «Хӗç-пăшал çинчен» Федераллă законне пăснă, унăн компетентлă органсем панă ирӗк пулман.

И.-н 2013 çултанпа сунар пăшалӗ тата патронсем пулнă. Çакăн валли унăн ятарлă ирӗк пулнă. 2018 çулхи сентябрӗн 25-мӗшӗнче çав ирӗке пăрахăçланă та тепӗр кун Росгвардин Чистай хулинчи Управленийӗн лицензипе ирӗк парас енӗпе ӗçлекен инспекторӗ И.-рен «ИЖ 18» сунар пăшалне тата 7 патрон туртса илнӗ. Сирпӗтмелли веществосене И. паман.

Суд ларăвӗнче И. хăйӗн айăпне йышăннă. Суд И.-не РФ УК 222.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пăхса тухакан преступление тунăшăн айăплă тесе йышăннă, пӗтӗм обстоятельствăсене шута илсе 5000 тенкӗ штраф тӳлеттерсе 5 уйăхлăха ирӗкрен хăтармалла тунă. РФ УК 73-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, И.-не палăртнă айăплава суд условнăй тесе йышăннă, 6 уйăха тӗрӗслев срокӗ палăртнă. Çак тапхăрта унăн патшалăхăн ятарлă органӗсене пӗлтермесӗр пурăнмалли вырăна улăштарма юрамасть, вăхăтран вăхăта хăйне тӗрӗслекен органа пырса регистраци тумалла.

Приговор законлă вăя кӗмен-ха.

Аксу район сучӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев