Хальлӗхе тупăш пирки ӗмӗтленмелли кăна юлать, мӗншӗн тесен фермера налогсем сывлама памаççӗ
Çарăмсан тăрăхӗнче выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен хуçалăхсем сахал мар, вӗсенчен ытларахăшӗ тӗп тупăша сӗт сутса илет. Йăвашкел ял хутлăхӗнчи 13 фермертан пӗрин, Геннадий Федорович Макаровăн та акă, хуçалăхӗ пӗчӗк мар. Хальхи вăхăтра 52 сăвăнакан ӗне тата 40 пуç тына пăру. Куллен 370-шер литр сӗт ăсатать вăл. Тăрăшнине кура тупăшӗ савăнтарсанччӗ те вӗт... Шел, хальлӗхе кун çинчен ӗмӗтленмелли кăна юлать. Фермер налогсем сывлама паманнине, мӗнпур япала ӳснӗ вăхăтра продукци хакӗ ӳсменнине тарăхса пӗлтерчӗ. Ял хуçалăхӗ вăл хуть мӗн каласан та сезонлă ӗç. Ӗнесем пăруламан январь, февраль, март уйăхӗсенче налог тӳлеттерни, çулталăкне 5 тӗрлӗ страхламалли взнос, «Меркурий» ветеринари контролӗшӗн тӳлевсем çӗр ӗçченӗн ал-урине çыхаççӗ. Çавăнпах Геннадий Федоровичăн вăхăчӗ-вăхӗчӗпе фермер ӗçне пăрахас шухăшӗ те пулать. Пӗрчӗн-пӗрчӗн пухни, пăчӗ-пăчӗпе тар тăкни шел пулнипе кăна выльăхӗсене сутса яма алли çӗкленмест унăн.