Тӳпеттей
Иван Бильменов хура «Волгăпа» хуларан тăван ялне таврăнать, инçе мар вӗсен хушши, 30 çухрăм çеç. Ялта ӗçлемест халь вăл, анчах темиçе çул каялла кăна çӗр çынниччӗ. Нумай çул колхозра водительте вăй хучӗ, ЗИЛ-130 автомашинăпа çӳрерӗ, ялан малта пычӗ. Тăрăшуллă шофер вăл, ун машини ялан хутра. Уявсем тӗлне лайăх ӗçшӗн премисем те илетчӗ. Ӗççи вăхăтӗнче машининчен прицеп çаклатса ярса элеватора нумай тырă турттарчӗ, республикипех мала тухрӗ. Уншăн ăна ВДНХ ылтăн медальне пачӗç. Колхоз председателӗ те, ытти пуçлăхсем те ăна шав мухтатчӗç, шанатчӗç, тӗслӗхе хуратчӗç, яваплă рейссене яратчӗç.