Паттăра икӗ пурнăç панă: пӗри – пурăнма, тепри – вилсен те халăх асӗнче сыввăн курăнма
Тутар наци архивӗнче хама интереслентерекен хыпарсем шыраттăм, çавăн чухне 1950 çулсенче пичетленнӗ хаçатсене пăхса ларнă май пӗлекен сăнсем, ятсем тӗл пулчӗç. Акă «Совет Татарстаны» хаçатăн 1958 çулхи январӗн 29-мӗшӗнчи номерӗ. А.Мотковăн тӗрленчӗкӗ, кăранташпа ӳкернӗ ӳкерчӗк те пур. Палланă сăн – Н.Д. Зарубин. Чăваш вăл, летчик-штурман. Хам тутар чӗлхипе маçтăрах мар та, ытти кăларăмсене тишкерме тытăнтăм. «Комсомолец Татарии» хаçатра та А.Мотковăн статйи пур: «Жизнь и подвиги комсомольца Зарубина» ятлă. Чăвашсен çав çулсенче тухса тăнă «Хӗрлӗ ялавӗнче» пур-ши терӗм те –пур иккен, асăннă авторăнах çав çулхинех февраль уйăхӗн 20-мӗшӗнче «Чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗ» ятлă тӗрленчӗкӗ пичетленнӗ. Эппин, кам-ха вăл Зарубин?