Кӗрлетӗр ялта çак манми юбилей!
Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ ялӗнче пурăнакан юратнă аппана Юлия Андреевна ХЛЫНОВĂНА сумлă юбилейпе, çуралнăранпа 75 çул çитнӗ ятпа чӗререн, хӗрӳллӗн саламлатпăр, нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунатпăр.
Çулсем иртни ан кӳтӗр тунсăх,
Мӗн пулнине тавăрмăн халь!
Ӗмӗрлӗхе ан пултăр хурлăх,
Чир-чӗр, инкек-синкек – çухал!
Çуталтăр пӗр сирӗншӗн çӗнӗ çут çăлтăр,
Ан кайтăр чунран иксӗлми тус – телей.
Чи ăшă хӗвелӗ ăшпиллӗхлӗ пултăр,
Кӗрлетӗр ялта çак манми юбилей!
Чунран хисеплесе йăмăкӗсем:
Вероня, Эля, Светлана Кирилловасем тата вӗсен çемйисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев