ÇЫРĂН ТА ПАРНЕ ВЫЛЯСА ИЛ
Хаклă вулаканăмăрсем! 2022 çулăн пӗрремӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. «Сувар» хаçата çыхăну уйрăмне кайса та, Раççей Почтин podpiska.pochta.ru сайчӗ урлă та çырăнма пулать.
Ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче редакци акци ирттерет. Хальхинче те чаплă парнесем вылянтарăпăр. Тӗп парне – пылесос. Мӗн тумалла-ха акцие хутшăнас тесен?