Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 22-мӗшӗнчен обществăлла транспортра QR-код кӑтартма ыйтӗҫ

Унсӑр пуҫне пассажирӑн хӑй ҫумӗнче куар-код унӑн пулнине ӗнентерекен документ та пулмалла. ТР Транспорт министерствин представителӗсем кондукторсемпе водительсене ӑнланма ыйтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хушнине ҫеҫ пурнӑҫлаҫҫӗ

Тутарстанра медицина отвочӗпе панӑ QR-кодпа суту-илӳ центрне е ресторана кӗме пулмасть.
"Медотводлисен QR-кочӗ общество транспортӗнче ҫӳреме кӑна", – тесе палӑртрӗ Тутарстан Республикинчи Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Любовь Авдонина журналистсемпе ирттернӗ черетлӗ пресс-конференцире.
Авдонина ӑнлантарнӑ тӑрӑх, медицина отвочӗллӗ ҫынсем коронавирус тӗлӗшӗнчен теветкеллӗх ушкӑнне кӗреҫҫӗ, шӑпах ҫавӑнпа вӗсен суту-илӳ центрӗсемпе кафесене ҫӳреме юрамасть. Журналистсем ӑна отщество транспортӗнче те чир ертме пултарнине аса илтерчӗҫ.
"Вӑл ушкӑнри ҫынсен те мӗнле-тӗр ӗҫе ҫӳремелле", – пулчӗ хурав.
Икӗ фазӑллӑ вакцинӑн пӗр компонентне кӑна тутарнӑ ҫынсене те справка парӑнмасть.
Тутарстанри эпидеми лару-тӑрӑвӗ аванах мар. COVID-19-па чирленӗ ҫынсен шучӗ 35 пин ҫынран иртнӗ. Иртнӗ талӑкра республикӑра чире ертнӗ 267 ҫӗнӗ ҫынна регистрациленӗ.
ТР сывлăх сыхлав министрӗн ҫумӗ Владимир Жаворонков пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта 6 йывӑр ҫын хӗрарӑмра коронавируса пула ҫухатнӑ. 4 хӗрарӑм республикӑра пурӑнакансем, иккӗшӗ Тутарстана килнисем.
Кӑҫал Тутарстанра Covid-19-тан 17 медицина ӗҫченӗ вилнӗ.
Ҫапларах кӑтартусемпе эпир ноябрӗн 22-мӗшне ҫывхаратпӑр.
Ҫак кунтан Тутарстанри общество транспортӗнче QR-код пулсан кӑна ҫӳреме май пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев