«Дакарта» 5 тапхăр хыççăн малтанхи виçӗ вырăнта пирӗннисем!
Халăхăн ытларах пайӗ Çӗнӗ çулпа Раштав уявӗсенче канупа киленет пулсан, теприсем çак вăхăтра нихçанхинчен вăйлăрах тар тăкаççӗ. Тӗслӗхрен, Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсем. Вӗсем халӗ Сауд Аравийӗнче историре 44-мӗш хут иртекен «Дакар» раллие хутшăнаççӗ.