Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Дакарта» 5 тапхăр хыççăн малтанхи виçӗ вырăнта пирӗннисем!

Халăхăн ытларах пайӗ Çӗнӗ çулпа Раштав уявӗсенче канупа киленет пулсан, теприсем çак вăхăтра нихçанхинчен вăйлăрах тар тăкаççӗ. Тӗслӗхрен, Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» командăн спортсменӗсем. Вӗсем халӗ Сауд Аравийӗнче историре 44-мӗш хут иртекен «Дакар» раллие хутшăнаççӗ.

Кăçал «КАМАЗ-мастер» ăмăртăва 4 экипажпа хутшăнать:

№500. Дмитрий Сотников пилот –Руслан Ахмадеев штурман –Ильгиз Ахметзянов механик.

№501. Антон Шибалов пилот – Дмитрий Никитин штурман – Иван Татаринов механик.

№505. Эдуард Николаев пилот – Евгений Яковлев штурман –Владимир Рыбаков механик.

№509. Андрей Каргинов пилот – Андрей Мокеев штурман – Иван Мальков механик.

Январӗн 2-мӗшӗнче Хаильте старт илнӗ ралли январӗн 14-мӗшӗнче Джиддăра вӗçленет. Ыран Эр-Риядра кану кунӗ пулать. 12 тапхăртан тăракан раллин пӗтӗмӗшле тăршшӗ 8400 километрпа танлашать, çав шутран 4300 километрӗ – ятарлă участоксем.

Паян «Дакар – 2022» раллин 6-мӗш тапхăрӗ. Раллин пилӗк тапхăрӗ хыççăн грузовиксен зачечӗн генеральнăй классификацийӗнче лару-тăру питӗ аван: малтанхи виçӗ вырăнта «КАМАЗ-мастерăн» спортсменӗсем! 1-мӗш – Дмитрий Сотников (19:09.20), 2-мӗш – Эдуард Николаев (+00:09:53), 3-мӗш – Антон Шибалов (+ 00:26:27). Андрей Каргинов (+01:36:12) Янус Ван Кастеренпа (Ивеко) Алеш Лопрайс (Прага) хыççăн 6-мӗш пырать.

Ентешсене ытти тапхăрсенче те ăнăçу сунатпăр. Çӗнтерӳпе кӗтетпӗр!

 

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дакар