РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать
Сăмахăн вăйӗ пысăк, унпа пӗлсе усă курмалла. Çынна хавхалантарма та, çапса хуçма та пулать унпа. Политик аллинче вара сăмах чăн-чăн хӗç-пăшал вырăннех пуса тăрать. Унпа чыссăрла усă курнине хамăрах куратпăр. Раççей нихăçан та аггрессорла çӗршыв пулман, анчах чылай ют çӗршыв çак ултавлă шухăша шантама тăрăшать. Çак шухăш тӳрре килнине нумай пулмасть РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу та «Звезда» телеканал хăни пулнă чух çирӗплетнӗ.