Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗçех хут паспорт кирлӗ пулмӗ, ăна электронлипе улăштарма шутланă

Малашне Раççей гражданинӗн паспорчӗ çине мăшăрланнине е ачасем пуррине кăтартакан штампа лартмасса та пултараççӗ. Ку кăна та мар, 2023 çултан пуçласа хут паспорт вуçех те кирлӗ мара тухма пултарать, мӗншӗн тесен ăна электронлипе улăштарма шутлаççӗ.

Çӗршывра пурăнакансемпе çыхăннă сведенисем электронлă майпа упраннине кура малашне Раççей гражданинӗн паспорчӗ çине мăшăрланнине е ачасем пуррине кăтартакан штампа лартмасса та пултараççӗ, тесе пӗлтернӗ ТАСС информаци агентствине Шалти ӗçсен министерствин пресс-центрӗ.

Раççей Федерацийӗн гражданинӗн паспорчӗ çинчен калакан положение 2021 çулхи çулларанах улшăнусем кӗме пуçланă. Сăмахран, 20 тата 45 çул тултарнисен паспорт улăштармалли вăхăтне тăснă, анчах 90 кунран ытла мар. Çавăн пекех 14 çултисене те паспорт илесси пирки заявлени парас вăхăта 90 кунччен тăсса панă.

Паспорт бланкӗ те улшăннă, халӗ унта «Харпăр код» çук. Бланкăн юлашки страници çине документ хуçи валли мӗнпур кирлӗ  информацие вырнаçтарма тытăннă.

Унсăр пуçне граждан паспортра мăшăрланнине е ача пуррине палăртакан штампа лартасси, маларах панă паспортсем е ют çӗршыв паспорчӗ çинчен информацие, ИНН, юн ушкăнӗпе çыхăннă сведенисене вырнаçтарасси çинчен хăйех йышăну тăвать.

Маларах РФ ШӖМӗ 2023 çултан пуçласа элктронлă паспортсем пама пуçлассине, хут паспорта вара пӗтерессине пӗлтернӗччӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество