Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу шучӗпе Раççее хирӗç информацилле вăрçă пырать

Сăмахăн вăйӗ пысăк, унпа пӗлсе усă курмалла. Çынна хавхалантарма та, çапса хуçма та пулать унпа. Политик аллинче вара сăмах чăн-чăн хӗç-пăшал вырăннех пуса тăрать. Унпа чыссăрла усă курнине хамăрах куратпăр. Раççей нихăçан та аггрессорла çӗршыв пулман, анчах чылай ют çӗршыв çак ултавлă шухăша шантама тăрăшать. Çак шухăш тӳрре килнине нумай пулмасть РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу та «Звезда» телеканал хăни пулнă чух çирӗплетнӗ.

Раççейӗн оборона министрӗ Сергей Шойгу кашни фронтрах информаци вăрçи пыни, Мускавăн ăна выляса яма ирӗе çукки çинчен пӗлтернӗ. Кун пирки вăл «Звезда» телеканалăн «Военная приемка» кăларăмӗнче каланă.

«Паян информацие вăл е ку формăра панă вăхăтсем мар. Пӗр хăрамасăрах калама пултаратăп, чăн-чăн пысăк вăрçă пырать», – тенӗ оборона министрӗ министерствăн Информаципе массăлла коммуникацисен департаменчӗн ӗçне хакласа. Раççее хирӗç информаци вăрçине пуçлани çинчен Сергей Шойгу маларах та – 2016 çулта каланăччӗ. Ун сăмахӗсемпе, СШАпа НАТО ытти çӗршывсене хăйсен шухăшне экономикăпа политика диктатурипе кăна мар çар вăйӗпе усă курса та йышăнтарма тăрăшнă.

Çапла, политика вăййисем нихăçан та тирпейпе те йӗркеллӗхпе  палăрса тăман.    

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика