Беловкăри пуçламăш шкул вӗрентекенӗ Елена Кожеманова: «Шкула пӗр кун каймасан та кичем. Шкул, ачасем – манăн пурнăç»
Пуçламăш классен вӗрентекенӗ – чи интереслӗ, хисеплӗ профессисенчен пӗри. Вăл мӗнпурне пӗлет: ачана шăппăн итлесе пӗтерме, илемлӗн калаçма, ӳкерме, ташлама-юрлама, çӗлеме, шӳтлеме...
Пуринчен ытла вара вăл ачасене юратни, ăнланма пӗлни паха. Чи пӗлтерӗшли – унпа вӗренекенсене интереслӗ, ăшă, ырă пулни, хăйне – ачасемпе. Шăп çак çепӗç туйăмпа юрату 30 çул хушши Беловкăри пуçламăш классен учителӗн Елена Кожемановăн ӗçӗ-хӗлӗн тӗп палли пулса тăраççӗ.