Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Беловкăри пуçламăш шкул вӗрентекенӗ Елена Кожеманова: «Шкула пӗр кун каймасан та кичем. Шкул, ачасем – манăн пурнăç»

Пуçламăш классен вӗрентекенӗ – чи интереслӗ, хисеплӗ профессисенчен пӗри. Вăл мӗнпурне пӗлет: ачана шăппăн итлесе пӗтерме, илемлӗн калаçма, ӳкерме, ташлама-юрлама, çӗлеме, шӳтлеме... Пуринчен ытла вара вăл ачасене юратни, ăнланма пӗлни паха. Чи пӗлтерӗшли – унпа вӗренекенсене интереслӗ, ăшă, ырă пулни, хăйне – ачасемпе. Шăп çак çепӗç туйăмпа юрату 30 çул хушши Беловкăри пуçламăш классен учителӗн Елена Кожемановăн ӗçӗ-хӗлӗн тӗп палли пулса тăраççӗ.

Юратусăр шкулта 3 теçетке çул вăй хума пулатчӗ-ши? Паллах, çак туйăм – çынна юратни – йывăрлăхсене тӳсме, пурнăç çине ырă кăмăлпа пăхма вăй парать. Ку пахалăхсăр паян хуть те мӗнле вӗрентӳ учрежденийӗнче те йывăр пулӗччӗ. Çанă тавăрса ӗçлеме пӗлмесен, куçа-куçăн ӗçе кăмăлламасан вӗрентекен пулма май çук.

Валентина Васильевна пек пулас килетчӗ

– Вӗрентекен пулас ӗмӗт ача чухнех тӗвӗленчӗ. Тӗрӗсрех каласан, 1-мӗш класа кайсанах, – йăпăртлăха ачалăхне таврăнать Елена Васильевна. – Эпӗ, 6 çулхи хӗрача, ун чухне 6 кун çеç вӗренейрӗм. Кашни ир учитель мана: «Эс татах килтӗн-и? Сана шкула çӳреме иртерех-ха. Урăх ан кил, аннӳне те çапла кала», – тесе кӗтсе илетчӗ. Анчах çакă та манра шкула çӳрес кăмăла хуçмарӗ. Классем пысăкчӗ. Аслин сăмахне тимлемех тиврӗ. 1-мӗш класа вара эпӗ тепӗр çултан кайрăм. Унта пире ырă та çепӗç туйăмпа, ăшă сăмахпа пӗрремӗш вӗрентекен кӗтсе илетчӗ. Чунтан юратрăм ăна. Çав самантран пуçласа манăн та ӳссен Валентина Васильевна пекех ырă кăмăллă, тимлӗ учитель пулас килетчӗ. Çак шухăш çулран çул çирӗпленсе пычӗ. «Лайăх учитель пуласчӗ», – теттӗм. Вăл кашни ачана хăйне шанма, хисеплеме вӗренттӗр, пӗлӳ тӗнчине мӗнпурӗпе кăсăклантарса илсе кӗтӗр. Шăп çавăн пекчӗ мана пуçламăш шкулта ăс паракан Валентина Кудряшова. Пӗрремӗш вӗрентекен. Тавах ăна мана профессире суйлав тума пулăшнăшăн, ӗненнӗшӗн.


 Хуть мӗнле лару-тăрура та çын пулмалла

Кивӗ Тимушкелӗнчи вăтам шкула пӗтерсен Елена Дмитриева Çырчаллинчи педагогика училищине вӗренме кӗнӗ. Юратса, интересленсе вӗреннӗ вăл унта. Диплом илсен тăван ял шкулне таврăннă.
– Акă тинех эпӗ – учитель. Эпӗ хамăн тăван ялта. Умра – мана пӗлӳ тӗнчине илӗртсе кӗнӗ пысăках мар тăпăл-тăпăл йывăç шкул. Чыслав линейки.  Ачасен илемлӗ кулли, уçă кăмăлӗ. Çук, пур енчен те çăмăл пулчӗ тесе калама пултараймастăп. Нумай тӗпчеме, вӗренме, тӗрлӗ меслетсем пурнăçа кӗртме, тӗрлӗ ăнсăрт пулăмсем тӳссе ирттерме тиврӗ мана 30 çул хушшинче. Йывăрлăхсемсӗр, йăнăшсемсӗр те иртмен вӗсем. Анчах та çак хушăра эпӗ пӗрре те хамăн специальноçа урăххипе улăштарасси пирки шухăшламан, 3 теçетке çул каялла тунă суйлавшăн куляннă самант пулман. Атте, колхоз тимӗрçи Василий Матвеевич Дмитриев, тата анне, Культура çурчӗн директорӗ Вера Андреевна, пил панă чухне хуть те мӗнле лару-тăрура та ÇЫН пулмалла терӗç. Эпӗ хам та тахçанах анне ӗнтӗ, 10 кăларăма пӗлӳ парса кăлартăм, аттепе анне пилне вара ялан чӗрере тытатăп.

Учитель пурне те кирлӗ

Елена Васильевна хăйӗн вӗренекенӗсемшӗн чи çывăх, хаклă çын. Вӗсем ăна хăйне шаннă пек шанаççӗ, ыйтусем пулсан пулăшу ыйтаççӗ. Йывăрлăхра айккине сирсе хăвармасть вăл шăпăрлансене – пулăшу аллине тăсать. Урăхла пулма та пултараймасть.        
Пӗчӗккисене вулама, шутлама, çырма, ӳкерме, туслашма, шкулти йӗркене хăнăхма вӗрентме нумай вăй-хал кирлӗ. Вӗрентӳ ӗçӗ кăмăлне каять учителӗнне. Пурне те кирлӗ пулма килӗшет ăна. Шăпах çавăнпа Елена Кожеманова аслă шкула кӗме шухăшласан «Пуçламăш шкулăн педагогикипе методики» факультета суйласа илнӗ те.  Хăй вӗрентекен шăпăрлансен пурнăçӗнче нумай япала никамран та мар, пӗрремӗш учителӗнчен килнине питӗ аван ăнланать вăл.
– Пӗлӳ илме килекен кашни ачара чи çепӗç туйăмсене, ӗненӗве, вӗренес кăмăлне сыхласа хăварас килет. Хӗрачасемпе арçын ачасем кашни хусканура, сăмахра вӗрентекен тимлӗхне, ăшшине, ăнкарулăхне туйччăр, – васкамасăр пуплет юлташăм. – «Санăн професси çӗр çинчи чи хăйне евӗрлисенчен пӗри», –  теççӗ мана юратнă çемьере те. Хаклă çыннăмсем – ывăлăмпа мăшăр, анне, шăллăмсемпе йăмăк – эпӗ кӗрекере те хам вӗренекенсен çитӗнӗвӗсем çинчен калаçнине итлеме хăнăхса çитнӗ ӗнтӗ. Ӗçрине киле илсе килме хушмаççӗ те – эпир ялан хамăр тивӗçсемпе, шухăшсемпе пӗрле. Çакă пуль вăл телей: ӗçрен –  киле, килтен ӗçе каяс килни.

Кашни ачан ăнăçăвӗшӗн савăнать

Эпир пурте учитель  вăл ыттисене вӗрентекен çын тесе шутлатпăр.
– Ку тӗрӗсех мар. Эпир ачасене ăс паратпăр, вӗсенчен илмелли те темӗн чухлех. Шăпах вӗренекенсем пире малалла аталанма, ӳсме, ялан шыравра пулма хистеççӗ. Ачасем йăнăшсене курма та пулăшаççӗ, çитӗнӳсемпе мăнаçланма та. Ӗçе çăмăл тесе калаймăн: урок валли çӗннине шыраса çӗр çывăрайман каçсем те, ăнăçу патне утас çулсем те – пурте кунта. Çăмăл пулать тесе никам та каламан. Йывăрлăхсене çӗнме, вăхăтпа перекетлӗ усă курма пӗлмелле. Кашни ачан ăнăçăвӗшӗн савăнать учитель.
Пӗлтӗр унăн вӗренекенӗ Василиса Константинова республика шайӗнчи «Математический марафон» ятлă олимпиада призерӗ пулнă. Кăçал пултаруллă хӗрача республика шайӗнчи «Литературный марафон» олимпиадăра мала тухнă. Глеб Кожеманов та çав ăмăртурах призер ятне тивӗçнӗ. Çӗнӗ çула халалланă конкурсра Глеб хутран ăсталанă тигрпа муниципаллă тапхăрта 2-мӗш вырăн йышăннă.
Учитель ӗçӗн результатне вăхăт кăтартать. Мухтанма май паракан ăнăçăвӗсене те, йăнăшӗсене те, туса çитерейменнине те. Тӳрех курма, хак пама пулмасть вӗсене. Пуçламăш шкултан мӗн тери ача кăларса вӗрентӳ  ăсталăхне  алла илнӗ Елена Васильевна хăйӗн  выпускникӗсемпе кăмăллă. Паян та кăсăклансах тăрать вăл вӗсен пурнăç çул-йӗрӗпе.
– Эпир шав улшăнакан, аталанакан  пурнăç юхăмӗнче, - калаçу çăмхине малалла сӳтет ентеш. – Пирӗн тӗллев – вăхăт таппине туйса ӗçлесси. Кая юлма юрамасть учителӗн, чи вӗçӗнче пыма пушшех те ирӗк çук. Пирӗн малта пулмалла.

Шкул, ачасем – манăн пурнăç

Елена Васильевнăн кашни урокӗ хăйнеевӗрлӗ интереслӗ. Хатӗр сценарипе йӗркелесе ирттерме май çук тет вăл çак сехетсене. Пӗри  тепринчен урăхларах пултăр тесе ырми-канми тăрăшать Беловкăри пуçламăш шкул учителӗ. Кашниех усăллă, хавхалануллă, интереслӗ пултăр тет. Ачасемпе те, ашшӗ-амăшӗпе те çӗнӗлле ӗçлеме майсем шырать. Паллăсене чи малтан хăй валли лартать. Класри çеç мар, шкул тулашӗнчи ӗç валли те нумай вăхăт уйăрать. Урокра илсе ӗлкӗреймен ăсăн тăсăмӗ пултăр тет.
– Кунсерен хам ăнланса илейми вăй-хăват чӗнет мана çав «утара», «кăткă йăвине». Пӗр кун каймасан та кичем. Шкул, ачасем – манăн пурнăç, – яланхи евӗр ырă кăмăлпа урока васкать çак кунсенче 50 çул тултарнă Елена Кожеманова 2-мӗшпе 3-мӗшсем патне.
Беловкăри пуçламăш шкулта икӗ учитель вăй хурать. Елена Кожемановăпа Татьяна Бульбова иккӗшӗ те ял шкулӗ кашнин ашшӗ-амăшӗшӗн – пултарулăхпа канăçлăх вучахӗ, ачисемшӗн – шыравпа вӗренӳ центрӗ пулса тăтăр тесе тăрăшаççӗ. Учительсен ырă куллинчен, çепӗç сассинчен нумай-мӗн килет. Кăна питӗ аван ăнланаççӗ тарават учительсем. Çавăнпа пуриншӗн те кунта ăшă.   

Алена СЕЛИВАНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование