ХУСАНКАЯ ХАЛАЛЛАНĂ КОНКУРССЕМ МАЛАЛЛА ТĂСĂЛАÇÇӖ
Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине тӗпе хурса хаçатра конкурссем ирттерни пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр сире, хаклă вулаканăмăрсем. Кăçал «Суварта» Петӗр Хусанкай çулталăкӗ. Çавăнпа та хутшăнмасăр ан юлăр. Конкурссем пирки кӗскен аса илтеретпӗр. Тӗплӗнрех хаçатăн 4-мӗш номерӗнче (04.02.2022) е сайтра çак каçăпа вуласа пӗлме пулать: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/petr-khusankay-curalnaranpa-115-cul-citnine-khalallana-konkurssem-puclatpar-khutshanar.