Нумаях пулмасть Раççейри Халӑхсен культура еткерлӗхӗн çулталӑкӗн шайӗнче «Арчари вӑрттӑнлӑхсем» музей урокӗ ирттертӗмӗр. Çӗнӗ Упири тӗп шкулта 1-мӗш класра вӗренекенсене мӑн асаттесемпе асаннесем усӑ курнӑ япаласем çинчен пӗлме питӗ кӑсӑклӑ пулчӗ.
Ачасем ӗлӗк-авал усă курнă япаласемпе – çӑпатапа, тӑм савӑт-сапапа, чӳлмекпе – паллашрӗç, кашни япалана тытса пӑхрӗç. Çӑпата тума çӑка йывӑççинчен, хурӑн хуппинчен пушӑт хатӗрленӗ. Паян никам та çӑпата тӑхӑнмасть, музейсенче экспонат вырӑнӗнче упранать вăл.
Тата ӗлӗкрех пир-авӑр станокӗпе кавирсем тӗртсе кил-çурта илем кӳнӗ. Паян та Н.Куракина ăстаçă Упи вӑтам шкулӗнче асаннесенчен ламран-лама куçнӑ ал ӑсталӑхӗн йӑлисене чӗртсе ачасене халӑх пултарулӑхӗн ӗçӗсене вӗрентет.
Ачасене малашне те кил-çуртра упранакан япаласемпе вайӑ урлӑ паллаштарăпăр. Иртнине пӗлмесӗр малашлӑх çук теççӗ-çке.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев