Хула ҫыннисемпе хӑнасене Хусан Кремлӗнче "Ҫӗнтерӳ Вальсне" ташлама чӗнеҫҫӗ
Майӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Хусанти Кремльти Кул-Шариф мечеть патӗнчи лаптӑкра"Ҫӗнтерӳ Вальсӗ" ятлӑ массӑллӑ флешмоб пуҫланать, ун хыҫҫӑн, 11 сехетре, "Эпир астӑватпӑр" флешмоб тытӑнать. Икӗ мероприятие те пӗтӗм раҫҫейри "Ҫӗнтерӳ Волонтерӗсем" общество юхӑмӗн Тутарстанри уйрӑмӗ йӗркелет.