Хусан марафонӗ 17 ҫӗршывран 12 пин яхӑн хутшӑнакан ҫынна пуҫтарӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан марафонӗ 17 ҫӗршывран 12 пин яхӑн хутшӑнакан ҫынна пуҫтарӗ

Паллӑ ҫынсенчен марафона Алексей Смертин хутшӑнма шутлать

Майӑн 14-мӗшпе 15-мӗшӗнче иртекен Хусан марафонне Раҫҫейрен тата ытти 16 ҫӗршывран 12 пин яхӑн спортсмен хутшӑнма шутлать. Регистраци майӑн 8-мӗшӗччен пырӗ. Ҫакӑн пирки ТР спорт министрӗн ҫумӗ Ильдар Садриев "Татар-информ" пресс-конференцинче каласа панӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, регистрацисен статистикипе чи популярлӑ дистанци ҫурма марафон пулса тӑнӑ. Ун ҫине халӗ 3 пин яхӑн ҫын регистрациленӗ. Пурӗ 3, 10, 21,1, 42,2 километр чупса тухӗҫ. Маршрут Хусан Кремлӗ, "Хусан" ҫемйин центрӗ, Миллениум кӗперӗ тата Кремль ҫыранӗ урлӑ каҫӗ.

"Ҫавӑн пекех кӑҫал ача-пӑча чупӑвӗ те пулать. Марафонӑн тӗп трассине вара кӑштах улӑштарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 10 километр чупакансем хальхинче кремль ҫыранӗ хӗррипе чупӗҫ", - хушса хучӗ вӑл.

Паллӑ ҫынсенчен марафона Алексей Смертин хутшӑнма шутлать.

Ҫав хушӑрах кашни хутшӑнакана марафон чупма ирӗк паракан справка кирлӗ. Вӗсенчен 30 % яхӑн тутарстан ҫыннисем пулӗҫ, ыттисем урӑх регионсенчен тата ҫӗршывсенчен килекенсем, - тенӗ организатор.


Нет комментариев