Ҫӗпрел районӗнчи "Хӗлхӗм" ансамбль "Балкыш" фестивальте лауреат дипломне ҫӗнсе илнӗ
Фестиваль пӗтӗм республикӑпа иртнӗ. Жюри чи лайӑх вокалистсене, ташлакансене тата музыка коллективӗсене суйласа илнӗ
Апрелӗн 29-мӗшӗнче Г. Тукай ячӗллӗ тутар патшалӑх филармонийӗнче ветерансен хушшинчи VII "Балкыш" республика фестивалӗн пӗрремӗш гала-концерчӗ иртнӗ.
ТР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан "Хӗлхем" чӑваш халӑх фольклор ансамбльне "Фольклор" номинацире лауреат дипломӗпе наградӑланӑ.
Фестивалӗн кӑҫал юбилей. Ҫавӑнта 10 ҫул хушшинче 100 пин ытла ҫулланнӑ тутарстансем хӑйсен талантне кӑтартнӑ.
Сӑнӳкерчӗк "Одноклассники" социаллӑ сетьрен
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев