Чие çырла паманнин сăлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ
Пăваран Хусана кайнă çул çинче, Фролово ялӗн тӗлӗнче çу-хута улма-çырла, кăмпа-çӗр улми сутаççӗ. Çулсерен унта витрисене чие-слива тултарнă çынсем тăратчӗç. Кăçал крыжовник сутакансем пур, хурлăхана та туянма сӗнеççӗ. Анчах та чие сутакан çук.