Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чие çырла паманнин сăлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ

Пăваран Хусана кайнă çул çинче, Фролово ялӗн тӗлӗнче çу-хута улма-çырла, кăмпа-çӗр улми сутаççӗ.  Çулсерен унта витрисене чие-слива тултарнă çынсем тăратчӗç. Кăçал крыжовник сутакансем пур, хурлăхана та туянма сӗнеççӗ. Анчах та чие сутакан çук.

Пăвари «Ялав» хаçат редакцийӗ Фроловăра пурăнакансенчен ыйтса пӗлнӗ тăрăх, чие лару-тăрăвӗ унта аванах мар. Темиçе çул тăтăш ӗнтӗ ялти чие шап-шурă чечеке ларать, анчах та çырлисем – сутма мар, çынсене хăйсене çимелӗх те сахал. Чие кăçал та тухăçпа савăнтармарӗ. Çав вăхăтра ăна Фролово ялӗн бренчӗ тесен те йăнăшмăпăр.

Пӗрремӗшӗнчен – вăл папкисем шăнни. Çакă кӗркуннехи е хӗллехи сивӗсене пула пулса иртме пултарать, Кӗркунне папкисем йывăç хӗле хатӗрленсе ӗлкӗреймен пулсан шăнаççӗ. Çакă азот удобренийӗсене çăвăн иккӗмӗш çурринче кӗртсен пулса иртме пултарать. Енчен те çуркунне, чие чечеке ларнă вăхăтра таврăнакан сивӗсем пулчӗç-тӗк, çырла ан кӗт. Тата паллах, чиене сулхăна лартни, йӳçӗк сӗрте ӳстерни, тӗмсем шывлă çӗрте ларни, апатлантару çукки, тӗрӗс мар апатлантарни,  тӗрӗс мар лартни, кӳршӗри йывăçсем «начар» пулни, тӗрлӗрен чие чирӗсем те çырла шучӗ çине витӗм кӳреççӗ. Çапах пӗтӗçтерӳ пулмасан, чие ан кӗт. Чылай чиене хире-хирӗçлӗ пӗтӗçтерӳ (перекрестное опыление) кирлӗ. Çавăнпа та сада чие лартнă чухне юнашар тӗрлӗ сортлисене лартмалла. Сивӗсем, типӗ, шăрăх çанталăк, вăйлă çумăрсем – пӗтӗçтерӳ çине япăх витӗм кӳреççӗ.

В.Александрова тата Г.Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев