Хусанта юрлакан фонтансене хупнă
Иртнӗ тунтикун Хусанта инкек пулни çинчен паллă пулчӗ. Тутарстанăн шӗкӗр хулине çемйипе Свердловск облаçӗнчен килнӗ ултă çулхи арçын ачан Горький паркӗнчи юрлакан фонтан айӗнче вылянă вăхăтра уринчи пӳрнисене татнă. Сиенленнӗ виçӗ пӳрнинчен пӗрне врачсен ампутацилеме тивнӗ.
Кун пек инкек мӗнле пулма пултарнине следовательсем тӗпчеççӗ. Маларах кун пек ЧП фонтансенче пулман. Çавăнпа та суран сăлтавне тӗпчесе пӗличчен следстви Хусанти мӗн пур юрлакан фонтана чарнă.
Çав вăхăтра Шупашкрати Чăваш драма театрӗ умӗнчи юрлакан фонтан çаплипех ӗçлет. Унта кунӗпе çӗршер ача хӗвӗшет. Заливри Атăл шывӗ ӗнтӗ тахçанах симӗсленнӗ, унта кӗрес текен çук. Çавăнпа та фонтан – пӗртен пӗр шăрăхран хăтăлмалли вырăн пулса тăрать
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев