Аслă Аксу шкулӗ республикăри чи лайăх 15 шкул йышне кӗнӗ
Çӗршыври мӗнпур шкул ачине тарăн пӗлӳ илме пӗр пек майсем туса парас тӗллевпе Раççейре «Открытая школа – 2035» вӗрентӳ онлайн-платформине 2018 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче хута янă. Шкулти тӗп предметсемпе 2000 ытла интерактивлă урокран (видео, анимаци, хăнăхтарусемпе тренажерсем) тăрать вăл. Медиаматериалсене Раççей Наукăсен академийӗ Мускаври патшалăх педагогика университечӗн эксперчӗсемпе пӗрле наука тата педагогика экспертизисем ирттерсе хакланă. Интерактивлă уроксем Федерацин вӗрентӳ стандартне тивӗçтереççӗ пулсан та вӗсене практикăра, шкулсемпе ача сачӗсенче, тӗрӗслесе çӗнетсех тăраççӗ. «Открытая школа» онлайн-платформăпа чăваш шкулӗсем те анлă усă кураççӗ. Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу шкулӗ сентябрӗн 29-мӗшӗнче «Лучшая цифровая школа –
2022» республика конкурсӗнче çӗнтерсе Тутарстанри чи лайăх 15 шкул шутне кӗчӗ.