Паттăрсене манмастпăр: Пăрăнтăк шкулӗн стени çине Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Иван Сидоров сержантăн асăну хăмине вырнаçтарнă
Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Пăрăнтăк станцийӗн шкулӗн стени çине Украинăри ятарлă çар операцийӗнче паттăррăн пуç хунă Иван Олегович Сидоров сержантăн асăну хăмине вырнаçтарчӗç.
Пăрăнтăк станцийӗн шкулӗн историйӗнче ырă кăмăллă, çынна хисеплекен, нихăçан та пулăшмасăр иртмен Ванюк Сидоров пек упранӗ вăл. Ял-йыш асӗнче вара шанчăклă ывăл, юлташ, мăшăр, атте пек юлӗ. Ентешӗпе чăнах та мăнаçланмалăх пур станцасен. Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин десантникӗ кăçал февраль уйăхӗнче Украинăри стратегилле пӗлтерӗшлӗ Гостомель аэродромне илме хутшăннă.