Ӗнер Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине палăртнă
25 çул каялла 2 тытăм – Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ культурăпа çутӗç обществи тата «Еткер» ыркăмăллăх фончӗн делегачӗсен пуçарăвӗпе регионти чăвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗ.
Ӗнер Ульяновскра облаçри Чăваш наципе культура автономийӗ (УОЧНКА) йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине палăртнă. Юбилей мероприятийӗ Ульяновскри «Губернаторский» керменте иртнӗ.
УОЧНКА йышӗнче яланах темиçе комитет пулнă. Председателӗ Владимир Сваев чухне (2003 – 2016) çак комитетсем ӗçленӗ: вӗренӗве тимлекенни (председателӗ Ф.Т.Улендеева), çамрăксен ӗçӗсене илсе пыраканни (О.Г.Узикова), культура ӗçӗсене йӗркелекенни (Н.Н.Еграшкина), халăха явăçтараканни (П.К.Столяров), массăллă информаци хатӗрӗсенче кирлӗ хыпарсем парса тăраканни (Н.Н.Ларионов), физкультурăпа спорт тата туризм енӗпе вăй хураканни (С.М.Краснов), усламçăсене илӗртекенни (Н.Г.Абрамов).
25 çул каялла 2 тытăм – Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ культурăпа çутӗç обществи тата «Еткер» ыркăмăллăх фончӗн делегачӗсен пуçарăвӗпе регионти чăвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленнӗ.
УОЧНКАн чи пӗрремӗш Ӗçтăвкомне 37 сумлă та хисеплӗ çынна суйланă: В.А.Абаньков, В.М.Бельский, Е.В.Васильева, Ф.П.Васильев, Н.Л.Ваштахов, Г.Н.Григорьев, И.Н.Григорьев, В.Г.Егоров, В.В.Елисеев, И.Н.Иванюкова, В.Н.Игнатьева (Тарават), А.П.Искендеров, Н.А.Кариков, Г.М.Никитина, Н.Д.Розов, В.Ф.Ромашкин, В.И.Сваев, А.П.Семенов, А.А.Узиков, Ф.Т.Улендеева, Б.А.Улендеев, П.Я.Уфимкин, А.А.Федотов, В.А.Федоров, Е.А.Фурашова, В.И.Чигаков. Конференци хыççăн темиçе кунтан Еленкинпа (вилнӗ хыççăн) Чекушкин (тухнă) вырăнне Н.Н.Ларионова тата А.А.Еграшкина суйланă. Çак йышран 11-шӗ паян çук ӗнтӗ çӗр çинче: А.Г.Головин, В.А.Еленкин, В.В.Афанасьев, Н.В.Нагорнов, А.Ф.Ермилов (Юман), А.А.Андреев, Н.Д.Горбунов, П.В.Сербуков, Н.И.Тимряков, В.С.Чекушкин, О.Н.Мустаев. Çак ятсем халăх асне, автономи историне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнă.
1-мӗш конференцире (1997 çул) УОЧНКА Ӗçтăвкомӗн председателӗн пуканне П.Я.Уфимкин йышăннă. 2-мӗш конференцире (2003 çул) – Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономине ертсе пыма В.И.Сваева шаннă.
2006 çулта Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн Ӗçтăвкомӗн пуçарăвӗпе пур халăх кар тăрса чăваш халăхне çутта кăларнă Аслă Вӗрентекенӗмӗре И.Я.Яковлева халалласа палăк лартма вăй-хăват çитернӗ. Ун чухнехи пуçлăх Владимир Сваев питӗ тăрăшнă проект ӗçе кӗтӗр тесе. Скульпторӗ – Чăнлă районӗнчи Пухтелӗнче çуралса ӳснӗ, СССР Художниксен союзӗн пайташӗ Владимир Нагорнов. Çав çулах Ульяновскри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 64-мӗш шкулта Чăваш культура центрӗ уçăлчӗ. Автономин Ӗçтăвкомӗн пайташӗсем тăрăшнипе пӗлӳ çурчӗн 2-мӗш хутӗнче илемлӗ центр уçăлчӗ. Паян та ӗçлет вăл.
2016 çулта Ульяновскра иртнӗ черетлӗ отчетпа суйлав пухăвӗнче автономие ертсе пыма «Еткер» чăваш телекăларăмӗн тӗп редакторне Олег Мустаева суйларӗç. Олег Николаевич хӗрсех пуçăнчӗ шанса панă лава туртма. Мӗнпур чунне парса тăрăшса вăй хучӗ. Коллективсем валли чăваш тумӗсем çӗлеттерчӗ, фестивальсем йӗркелерӗ.
Кăçалхи пуш уйăхӗнче Олег Николаевич сасартăк çут тӗнчерен уйрăлсан ку тивӗçе хăй çине Владимир Бабайкин илчӗ, ака уйăхӗнче иртнӗ отчетпа суйлав конференцийӗнче ăна суйларӗç председатель пулма.
Область территорийӗнче чăваш наци уявӗсене ирттересси малалла тăсăлать. Автономи хутшăннипе «Кӗр сăри», «Раштав», «Çăварни», «Акатуй» уявӗсем, «Сарпике», «Чăваш шăпчăкӗ», «Чăваш ачи, сассуна пар», «Путене» конкурс-фестивальсем иртеççӗ.
Халăхсен туслăхӗн фестивалӗ облаçра Сергей Морозов экс-кӗпӗрнаттăр пуçарăвӗпе иртетчӗ. Кăçал Ульяновскра 32-мӗш хут Акатуй пулчӗ, ăна Винновка ращинче йӗркелерӗç. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев тата Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Алексей Русских хутшăнчӗç.
Паян автономи регион центрӗнчи Лев Толстой урамӗнчи 12-мӗш çуртра вырнаçнă.
Елена АЛЕКСЕЕВА хатӗрленӗ.
«Канаш» хаçат архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев