5-ри Марианнăн пукани Мариуполе каять
Амăшӗ пӗлӗшӗпе телефонпа Мариупольти ачасен тăхăнма тумӗсем, выляма теттисем çукки пирки калаçнине илтсен Аксу районӗнче пурăнакан 5-ри Марианна: «Анне ме, ман Марианнăна вӗсене пар. Эпӗ пурпӗр часах шкула каятăп», – тенӗ хăйӗн чи юратнă, хăйпе пӗр ятлă пуканине амăшӗ енне тăсса. Аксу волонтерӗсем кун çинчен пӗлсен хăйсем шефа илнӗ Мариупольти ача çуратмалли çуртпа телефонпа çыхăннине пӗлтерет «Ял пурнăçӗ» Аксу райхаçачӗ.