Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

5-ри Марианнăн пукани Мариуполе каять

Амăшӗ пӗлӗшӗпе телефонпа Мариупольти ачасен тăхăнма тумӗсем, выляма теттисем çукки пирки калаçнине илтсен Аксу районӗнче пурăнакан 5-ри Марианна: «Анне ме, ман Марианнăна вӗсене пар. Эпӗ пурпӗр часах шкула каятăп», – тенӗ хăйӗн чи юратнă, хăйпе пӗр ятлă пуканине амăшӗ енне тăсса. Аксу волонтерӗсем кун çинчен пӗлсен хăйсем шефа илнӗ Мариупольти ача çуратмалли çуртпа телефонпа çыхăннине пӗлтерет «Ял пурнăçӗ» Аксу райхаçачӗ.

Мариупольти ача çуратмалли çуртăн çакнашкал талисман-пукане хăйсен те пур иккен. Никита ятлă вăл, бомба пăрахнă кашни самантра çамрăк аннесемпе пепкесене сыхлать. Пӗчӗк Марианнăн шухăшне пӗлсен пуканене хапăлласах йышăнма килӗшнӗ. Никита текех пӗччен пулмасть, ун валли юлташ килет тесе сăлтавланă. Марианнăн пукани пӗр-пӗрне пулăшнин, тӗрев панин символӗ пулӗ. Сăмах май, Мариупольти ача çуратмалли çурта чăнах та пулăшу çав тери кирлӗ, ача тумӗсем, кипкисем, памперссем, амăшӗсем валли апат-çимӗç çитмест.

 Аксу районӗ пуканене Донбаса хӳтӗлекен ентеш-салтаксем валли10-мӗш гуманитари пулăшăвӗпе ăсатма хатӗрленеççӗ. Хальхи вăхăтра тумтир, апат-çимӗç тата ытти çав тери кирлӗ япаласем пухаççӗ. Çак ырă ӗçе пуçарнă çар ветеранӗ Анатолий Скворцов пӗлтернӗ тăрăх, гуманитари пулăшăвне Донецк, Мариупольпе Херсон тăрăхне çитерӗç.

Салтаксене районта ватти-вӗтти таранах пулăшма тăрăшать. Мобилизаципе кайнă Андрей тете фотограф (вăл ача сачӗсенче, шкулсенче, туйсенче сăн ӳкернӗ) валли тепловизор туянма укçа пухассине пӗлтерсен, шкул ачисем те хӗрринче юлман. Аксури 2№ шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Андрей Мясниковпа унăн юлташӗ Карим Аглямеев хăйсен пухмачӗсенчи мӗнпур укçана кӳрсе панă. Ачасен çырăвӗсемпе ӳкерчӗкӗсем фронтра çав тери пулăшнине салтаксем нумай калаççӗ, тав тăваççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Ял пурнăçӗ» хаçатран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество