Ульяновск хулинче подрядчика каснă вăрман вырăнне çӗннине ларттарнă.
Ульяновск хулинче Сӗве урлă çӗнӗ кӗпер хывнă чух Аблуковпа Шевченко урамӗсен хушшинчи вăрмана касма тивнӗ. Çакна саплаштарас шутпа подрядчик апрелӗн 17-19-мӗшӗсенче çӗнӗ футбол манежӗ çывăхӗнчи юханшыв йăлăмӗнче пӗр гектар лаптăка 8 пин тӗп хыр лартнă. Хунавсене унăн хăйӗнех виçӗ çул пăхса тăмаллине пӗлтерет ulpressa.ru сайт. Вăрман пуличчен вăхăт самай иртмелле-ха ӗнтӗ, çапах та çукки мар, çулсем иртсен вăрман пулатех, ульяновсксен опытне ытти регионсем те илсенччӗ. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Нет комментариев