Геройсемпе мӑнаҫланатпӑр
Ленинград ҫӗрӗ ҫинче Всеволжск ятлӑ хулари Юбилей лаптӑкӗнче Акатуй иртрӗ. Ку Раҫҫей Федерацин чӑваш наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ совечӗпе, Санкт-Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗпе, Ленинград облаҫӗнчи чӑваш культура обществипе, Ленинград облаҫӗнчи влаҫ органӗсем тата Всеволожск районӗн влаҫ органӗсем пулӑшнипе йӗркеленӗ пӗрремӗш уяв пулчӗ. Акатуя чӑвашсене ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне тата пирӗн Ҫӗршыва хӳтӗлекен геройсене халалланӑ.