Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Геройсемпе мӑнаҫланатпӑр

Ленинград ҫӗрӗ ҫинче Всеволжск ятлӑ хулари Юбилей лаптӑкӗнче Акатуй иртрӗ. Ку Раҫҫей Федерацин чӑваш наципе культура автономийӗн ҫӗнӗ совечӗпе, Санкт-Петербургри чӑваш наципе культура автономийӗпе, Ленинград облаҫӗнчи чӑваш культура обществипе, Ленинград облаҫӗнчи влаҫ органӗсем тата Всеволожск районӗн влаҫ органӗсем пулӑшнипе йӗркеленӗ пӗрремӗш уяв пулчӗ. Акатуя чӑвашсене ҫутта кӑларакан И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине, телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне тата пирӗн Ҫӗршыва хӳтӗлекен геройсене халалланӑ.

Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи чӑваш ҫамрӑкӗсен организацийӗн членӗсем виҫӗ ялав ҫӗклерӗҫ: Раҫҫей, Ленинград облаҫӗн тата Чӑваш Республикин.

 

Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи чӑваш обществин председателӗсем чӑваш пултарулӑх коллективӗсемпе пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн чӑваш автономийӗн председательне, Раҫҫей Федерацийӗн Геройне Николай Федорович Гаврилова чӑваш йӑлипе кӗтсе илчӗҫ.

 

Акатуй уявӗ "Шанчӑк" фольклор коллективӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Григорьева ертсе пыракан пысӑк вӑйӑран пуҫланчӗ. Унтан вӑййа хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн "Алран кайми аки-сухи..." гимне юрларӗҫ.

 

Акатуй уявне Кондратьева (Феофанова) Мария Вениаминовна ертсе пычӗ. Всеволжск районӗн культура отделӗн ертӳҫи Дарья Александровна Воробьева пурне те уявпа саламларӗ тата чӑваш обществи 2019 ҫултанпа Акатуй ирттерни ҫинчен, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес енӗпе ӗҫлени ҫинчен каласа хӑварчӗ.

 

Облаҫри Туслӑх Ҫурчӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Новожилов вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе, халӑхсем хушшинчи хутшӑнусем енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗ Лира Бурак саламне вуласа пачӗ. 

 

Хӑнасене Раҫҫей Федерацийӗн чӑваш автономийӗн председателӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Николай Федорович Гаврилов та саламларӗ. Унсӑр пуҫне вӑл чӑваш обществин чи хастар членӗсемпе Ленинград облаҫӗнчи тата Всеволожск районӗнчи влаҫ органӗсен представителӗсене тав ҫырӑвӗсене тыттарчӗ.

 

Валериан Анатольевич Гаврилов Акатуйпа саламларӗ, сывлӑх, мир тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А. Николаевӑн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗн Л.И. Черкесован, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗсен министрӗн С.А. Каликован, Ленинград облаҫӗнчи Саккун Пухӑвӗн председателӗн С.М. Бебенинӑн, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн В.Л. Клементьевӑн саламӗсене вуласа пачӗ.

 

Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен ҫӗртешлӗхӗн старейшини, истори наукисен докторӗ, Питӗрти ЧНКА ӑслӑлӑх консультанчӗ Антон Кириллович Салмин кӗскен чӑваш халӑхӗн историне каласа пачӗ те Акатуй уявне уҫни ҫинчен пӗлтерчӗ.

 

Акатуй шайӗнче Регионсем Хушшинчи виҫҫӗмӗш халӑх пултарулӑхӗн "Хамӑрӑн геройсемпе мӑнаҫланатпӑр" фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Ӑна поэт, автор, ветерансен союзӗн пайташӗ, Ленинград облаҫӗнчи писательсен союзӗн пайташӗ Носов Алексей Николаевич уҫрӗ. Конкурса пурӗ 15 ҫын хутшӑнчӗҫ.

 

Акатуй уявӗнче ӑстасен изделийӗсен ярмарки уҫӑлчӗ. Ульяновск облаҫӗнчен ӑстаҫӑ тӗрленӗ Иван Яковлевич Яковлев портречӗ чи кӑсӑклӑ та хӑйне евӗрлӗ экспонат пулчӗ.

 

Акатуй шайӗнче кӑҫалхи тӗп мероприятисенчен пӗри гварди матросӗ, Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ, ҫапӑҫусене тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Любимов Дмитрий Владимирович ячӗллӗ кире спорчӗ енӗпе турнир пулчӗ. 

 

Раҫҫей федерацийӗн чӑваш наципе культура автономийӗн пӗрремӗш анлӑ проекчӗ ҫӳллӗ шайра иртрӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев