Выльăх шутне чакармалла мар пирӗн
Паян ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăйӗн Чӗнӗвӗнче экономикăн пӗлтерӗшлӗ отраслӗсенчен пӗри ял хуçалăхӗ пулнине палăртрӗ. Кăçалхи типӗ çанталăка пула республикăра тухăç пӗлтӗрхинчен сахалрах, пӗтӗмпе 3,7 миллион тонна тырă пухса илнӗ. Кӗр ӗçӗсем вӗçленмен-ха, хальхи вăхăтра тымар çимӗç кăларас ӗç пырать. Республика пӗтӗмпе 1,5 миллион тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 800 пин тоннăран кая мар çӗрулми, 300 пин тонна ытти пахча çимӗç пухса илессе шанать. Çапла майпа республика чи кирлӗ апат-çимӗçпе хăйне хăй тивӗçтерет.