Авиапарк ӳсет
Тутарстанри «ЮВТ Аэро» авиакомпани паркӗ çывăх вăхăтрах Хусанта пухнă тăватă Ту-214 самолетпа пуянланать.
Тутарстанри «ЮВТ Аэро» авиакомпани паркӗ çывăх вăхăтрах Хусанта пухнă тăватă Ту-214 самолетпа пуянланать. Кун çинчен ТР Раисӗ Рустам Минниханов паян ТР Патшалăх Канашӗ патне чӗнсе кланă чух пӗлтернӗ. Халӗ паркра тӗпрен илсен Канадăри Bombardier Regional Aircraft фирма туса кăларнă CRJ-200 самолетсем 40 маршрутпа вӗçеве тухаççӗ. «ЮВТ Аэро» Раççей Федерацийӗнчи маршрутсенче субсиди программипе усă кураççӗ.
«ЮВТ Аэро» авикомпани паркӗ пысăкланни маршрутсен шутне тата та ӳстерме май парать. Ту – 214 самолета санкцисем хăратаймаççӗ. Специалистсене ку савăнтарать, тата тепӗр аван ен – самолета пухнă завод çывăхра пулни. Апла производителӗн техникăна пăхса тăракан бригадисем самолетсене тимлесех тăрӗç. Çакă вӗçев хăрушсăрлăхӗ çине витӗм кӳрет.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев