Тюбингпа ярӑнма аслисем те, ачасем те çав тери юратаççӗ
Çунапа танлаштарсан ватрушкӑ хӑвӑртлӑха хӑвӑрт аталантарма пултарать. Ӑна тытса чарма питӗ йывӑр, тормоз хатӗрӗпе те тивӗçтермеççӗ вӗсене. Апла пулсан канакансен вӗрсе хӑпартнӑ çунапа ярӑннӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисем пирки манмалла мар.